Тĕп тĕллев - пайтаçăсене хÿтĕлесси
«Хыпар» ыйтăвĕсене Чăваш Республикинче предпринимательсен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăй Владимир Иванов хуравлать
- Патшалăхăн çак должноçне хăçан çирĕплетнĕ?
- Республика Пуçлăхĕ 2013 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче предпринимательсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăй çинчен» саккуна алă пусрĕ, - терĕ Владимир Николаевич. - Вара уполномоченнăй институчĕ йĕркеленме тытăнчĕ. Ирĕкĕсене, саккунлă пайталăхне пăснăран шар курнă бизнесменсене хÿтĕлемелли тытăм пулса тăчĕ. Ăна никĕсленĕренпе çак уйăх вĕçĕнче çулталăк çитет. Вун пĕр уйăхра ман ятпа çырса тата сăмах вĕççĕн 143 çăхав тăратрĕç. 116-шне юристсемпе, тĕрлĕ отрасльти экспертсемпе пĕрле тишкертĕмĕр. Ытти - кулленхи ĕçре. Пысăкрах пайĕнче тĕпре - çĕр прави, налук, администрацилĕхпе çыхăннă ытти ыйту.
- Инвестици хывассине, ĕçлĕ çынсен йышне ÿстерессине ырă витĕм кÿрейрĕр-и?
- Манăн тĕп тивĕçсенчен пĕри - бизнеса аталантарма май тăвасси. Саккунсене улшăну-хушăм кĕртсе ĕçлĕ çынсене хастарлăха ÿстермешкĕн пулăшатăп. Вĕсем ман пата кашни район-хуларан пĕрешкел ыйту тăратсан сăлтавне уçăмлатассишĕн саккунсене, вăл пырса тивекен правăпа республикăра еплерех усă курнине, ытти регион тĕслĕхĕсене тĕпчетĕп. Саккунсем пурнăçа шута илсе пĕтерейменнине, хирĕçленине курсан хамăн сĕнĕве РФ Налук службин, Монополипе кĕрешекен службăн Чăваш Енри управленийĕсен, ЧР Прокуратурин, ытти ведомство çумĕнчи общество канашĕн ларăвĕнче сÿтсе явма сĕнетĕп. Экспертсемпе пĕрле шăйрăка пĕтерме май шыратăп. Норматив-право акчĕсене çĕнетме улшăну-хушăм проекчĕсене хатĕрлетĕп. Саккунсене лайăхлатассишĕн пуçару туса вĕсене республика Пуçлăхĕ, РФ Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй патне çитеретĕп.
- Нумай сÿтсе явма тивнĕ тĕслĕхпе паллаштарсамăр?
- Шупашкарта сас-хура чылай сарни патне тепре таврăнам-ха. Тĕп хула администрацийĕ 2000 çулсенче усламçăсене тавар сутма темиçе çуллăха çĕр тара панă. Хăйсене уйăрнă лаптăкра никĕс ярса кирпĕчрен çурт хăпартман, павильон çеç лартнă. Вĕсем администраципе çĕре тара илни пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. Вăл вăйран тухсан темиçе çуллăха тăснă. Халĕ сутуçăсене çĕр тара памалли йĕрке урăхла. Унпа усă курмалли вăхăт тухсан унăн малашнехи арендаторне аукционра палăртаççĕ.
Харпăрлăхçăсем стационар шутланман çав объектсене туса, вырнаçтарса тăкакланнине, манăн пайтаçăсене хÿтĕлемеллине лайăх пĕлетĕп. Ытти бизнесменăн та çав лаптăксемпе усă курма право пур. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çакна тĕпе хурса аукцион ирттерет, çĕнтерÿçĕсене тара парать. Саккун предпринимательсене пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлеме май кÿрет. Ку йĕрке - çирĕп, анчах - тĕрĕс.
Çĕрпе усă курнăшăн хыснана кĕмĕл вăхăтра хывнисен конкурса хутшăнса малтан çирĕплетнĕ килĕшĕве çĕнĕ хакпа тăсма право ытларах. Анчах ку - пĕчĕк тата вак бизнесшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пайтаçăсемпе те, тÿре-шарапа та, экспертсемпе те калаçрăм. Икĕ ене те çырлахтаракан йышăну патне çитрĕмĕр. Муниципалитетăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли программипе килĕшÿллĕн çĕр тара илнĕ чух пайтаçă куракан тăкака тĕп хула хыснинчи нухратран саплаштарма сĕнтĕм. Саккун çапла тума ирĕк парать. Ман пата çыру çитернисен бизнесне ку пуçарупа хÿтĕлесе хăварасса шанатăп.
- Ĕçлĕ çынсен прависемпе саккунлă пайталăхне тĕревленине çынсене пĕлтерсе тăрасси мĕнле шайра?
- Усламçăсем хăйсене еплерех туйнине, хамăн ĕçе çутатакан пĕтĕмлетĕве кăçалхи ака уйăхĕнче ЧР Министрсен Кабинетне пуçласа тăратрăм. Уполномоченнăй институчĕ мĕнлерех йĕркеленни, унăн тĕллевĕсем, вĕсене пурнăçламалли май, уполномоченнăй аппарачĕн ĕç меслечĕ, чи кирли - пайтаçăсене ура хуракан чăрмавсем, институтăн пирвайхи ырă ĕçĕсем, йывăрлăхсене епле пĕтерсе пыни çинчен туллин пĕлтертĕм. Манăн доклада РФ предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйне Борис Титова ярса панă. Унпа Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăва хатĕрленĕ чухне усă курнă.
Ĕçлĕ çынсен тумхахлă çулне предпринимательсемпе, вĕсен пĕрлĕхĕпе пĕрле тишкеретпĕр, çивĕч ыйтăвĕсемпе тÿре-шарана паллаштаратпăр. Налук тытнă, суд йышăну кăларнă чух бизнесменсен пайталăхне катертнине те, влаç органĕсемпе, вăл шутра тĕрĕслев-сăнав тытăмĕсемпе пĕрле ыйтусене пайтаçăсем майлă татса панине те халăха пĕлтерсе тăратпăр.
- Информацин йышлă хатĕрĕсемпе çыхăну тытатăр-и?
- Ăна малтанах йĕркелерĕмĕр. Кунсăр пуçне пирĕн сайт пур. Вăл - влаç органĕсен официаллă порталĕнче. Унта /www.cap.ru, «Патшалăхăн ытти органĕ» пай/ хăвăра кирлĕ информаци тупатăр. Правасене, саккунлă пайталăха катертнĕ тĕк ман ятпа ыйту яма пултаратăр. Эпир Твиттерпа Фейс бук социаллă сетьсенче те пур. Вĕсемпе çыхăнма сĕнетĕп. Предпринимательсене ĕç пÿлĕмĕнче Шупашкарти Республика лапамĕнчи 2-мĕш çуртра кашни уйăхăн пĕрремĕш тата виççĕмĕш тунти кунĕнче 14-16 сехетсенче йышăнатăп. Йышăну пÿлĕмĕн телефонĕ: 8927-668-28-87. Кунсăр пуçне Чăваш Енри район-хулана çитсе усламçăсене уйрăммăн йышăнатăп.
- ЧР предпринимательсен юхăмне вăйлатмалли, вĕсен пайталăхне хÿтĕлемелли тĕллеве палăртма тата ăна пурнăçа кĕртме мĕнле хутшăнатăр?
- Мана республика Пуçлăхĕ çумĕнчи экономика тата инвестици политикин канашĕсен ĕçне явăçтараççĕ. Ларусенче инвестици хывассипе, унăн проекчĕсене хаклассипе çыхăннă саккунсене улшăну-хушăм кĕртмешкĕн яланах сĕнме пултаратăп. Чăваш Ен, Раççей предпринимательлĕхне тÿрремĕнех пырса тивекен норматив-право акчĕсен проекчĕсене тĕпчетĕп, кирлĕ пулсан вĕсене улшăну-хушăм кĕртме сĕнетĕп. Уйрăммăн илсен хальхи вăхăтра ЧР Министрсен Кабинечĕн пĕчĕк тата вăтам бизнес оборудовани туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарасси çинчен калакан йышăнăвĕн проектне тишкеретĕп. Унпа паллашма мĕн пур предпринимателе ярса патăм. Çак уйăхра ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствинче ЧР Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикинче алкоголь сутмалли вăхăта, вырăна тата меслете катертес тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма ĕç çинчен» йышăнăвĕн проектне сÿтсе явма хутшăнтăм. Маншăн «предпринимательсене ĕçлеме, инвестици хывма ятарласа тата тивĕçсĕртен чăрмав кÿме ирĕк паракан йĕркесем саккунсенче пур-и?» текен ыйту тухса тăчĕ.
Тĕллевĕме пурнăçа кĕртессишĕн федерацин территори, республикăн ĕç тăвакан чылай органĕпе çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшÿ çирĕплетрĕм. РФ Налук службин республикăри управленийĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса нумай ыйтăва тĕпчетпĕр. Тавăç пуçаракан бизнесменсен ыйтăвĕсене суда çитермесĕрех татса пама тăрăшатпăр.
- Ĕçлĕ çыхăну мĕнле йĕркеленет?
- ЧР патшалăх влаçĕпе муниципалитет органĕсен ертÿлĕхĕпе час-часах тĕл пулса усламçăсене пырса тивекен вун-вун ыйтăва сÿтсе яватăп. Район-хула администрацийĕсен, тĕрĕслев-сăнав органĕн пуçлăхĕсемпе, бизнесменсемпе тĕл пулатăп, предпринимательсене ĕçлеме чăрмантаракан тĕслĕхсене ыйтса пĕлетĕп. Пĕр пайне асăннă органсен пуçлăхĕнчен е специалисчĕсенчен канашлу пынă вăхăтра е иртнĕ хыççăн, теприне тĕп хулана таврăнсан çыру ярса тĕпчеме ыйтатăп. Хăш-пĕр ĕç вырăнти ертÿçĕсемпе тĕл пулса калаçнă хушăрах пурнăçланасси палăрать. Ыйтăва тишкерме экспертсене, юристсене, ытти специалиста явăçтарса, вырăна телефонпа шăнкăравласа бизнесменсене хÿтĕленĕ тĕслĕх те сахал мар.
Ĕçлĕ çынсен умне тухса тăракан чăрмавсене лайăхрах пĕлес тĕллевпе уполномоченнăй пулăшуçине пурĕ 10 район-хулара, вăл шутра Патăрьелпе Елчĕк енре, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта çирĕплетрĕм. Пурăна киле хăйĕн вăйне, вăхăтне шеллемесĕр общество ĕçне хастар хутшăнакана кашни муниципалитетрах тупма тăрăшăпăр. ЧР Промышленноçпа суту-илÿ палатинче пайтаçăсен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулса саккунсен улшăну-хушăм проекчĕсене хатĕрлерĕмĕр. Сăмахран, бизнесмен пушар хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли йĕркене сĕмсĕррĕн пăсса тăкак кÿмен чух ăна çырса асăрхаттарнипех, çитменлĕхе пĕтерме вăхăт панипех çырлахмалла тесе шухăшлатăп. Çакна РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕнче çырса хума сĕнтĕм.
Тупăшран налук тытнă чух микрорайонта инженери инфратытăмне хывса куракан тăкака расхутсене кĕртессине саккунра пăхман. Хальлĕхе налукçăсем вĕсене тăкак вырăнне хурса шута илмеççĕ. Строительсен ĕçе хăйсен укçи-тенкипе тума тивет. Эпĕ çакăнпа килĕшместĕп. РФ Налук кодексне улшăну кĕртме сĕнтĕм. Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн страхламалли тÿлевне пĕчĕклетме ыйтатăп. Унăн виçине ĕç укçи фончĕн 15-20 проценчĕ чухлĕ çеç хăвармалла.
- Усламçăсен правине хÿтĕлессишĕн тата мĕнле мелпе усă куратăр?
- Суда тавăç тăратма, патшалăх органĕсем ирттерекен тĕрĕслеве хутшăнма, уголовлă ĕçпе, арбитражпа çыхăннă информаци ыйтса илме пултаратăп. Сăмахран, пĕр предприниматель хăйĕн организацине пынă налукçăсем йĕркеленĕ тĕрĕслеве хутшăнма ыйтрĕ - килĕшрĕм. Арбитраж сучĕ предпринимательсен ĕçне ларура пăхнă чух мана виççĕмĕш ен вырăнне явăçтарасси йăлана кĕчĕ. Темиçе уйăх каялла пайтаçа судра хÿтĕлеме май килчĕ. Тÿре ăна майлă йышăну кăларчĕ. Хальлĕхе çавнашкал тĕслĕх нумай мар. Ÿлĕм ытларах хÿтĕлĕпĕр. ЧР Адвокат палатипе те пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ çирĕплетрĕм. Унăн юрисчĕсем судра бизнесменсене хÿтĕлĕç. Вĕсем малашне вĕсене çеç мар, пурне те тÿлевсĕрех юридици канашĕ парасса шанатăп. Урапа вырăнтан тапранчĕ ĕнтĕ. Мана ваккатсем тÿлевсĕрех тĕревлеççĕ. Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнчи предпринимателе вĕсем çине тĕренсе хÿтĕлеме тăрăшатпăр. Ку ĕçе эксперта явăçтартăм. Налук инспекцийĕ пайтаçă майлă йышăну кăларасса кĕтетпĕр. «Хыпар» хаçатпа усă курса ĕçлĕ çынсене Ленин проспектĕнчи 2-мĕш «б» çуртри ЧР бизнес инкубаторĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн йышăну пÿлĕмĕ ĕçленине пĕлтеретĕп. Бизнесменсем унта бухгалтери, налук, ытти енĕпе канаш илме пултараççĕ.
- Саккунпа килĕшÿллĕн федерацин территори, республика, муниципалитет органĕсем ыйтнине миçе эрнерен хурав памалла?
- Вун пилĕк кун хушшинче. Эпĕ хăш чиновникран ыйтса çыру çырнă - çавăн хуравламалла. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем кăçалхи çĕртме уйăхĕнче ЧР Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунне улшăну кĕртрĕç. Унпа килĕшÿллĕн мана ĕçлеме чăрмантарнăшăн тата должноçри çынсем эпĕ ыйтнă информаципе вăхăтра тивĕçтерменшĕн - 1-2-шер пинлĕх, должноçри çынсем манăн саккунлă ыйтусене тивĕçтерменшĕн 2-3 пинлĕх штрафлама пултараççĕ. Кирлĕ пулсан эпĕ административлă ĕç те пуçарма пултаратăп.
- Сире штатра тÿрремĕнех пулăшакан йышлă-и?
- Уполномоченнăй аппарачĕ пысăк мар: манăн пулăшуçă, икĕ консультант, специалист. Ку ушкăна ЧР саккунĕпе çирĕплетнĕ. Мана консультаци пулăшăвĕ пама обществăн эксперт канашне йĕркелесе çитереймерĕм-ха. Кандидатсем пур. Вĕсене сÿтсе яватпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă