Новости по теме

22 Утă, 2014

Кашнин шухăшне шута илмелле

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче ĕçлĕ çÿревпе Красноармейски районĕнче пулчĕ, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе, "Красное Сормово" ОООра пăру витин строительствипе паллашрĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ.

22 Утă, 2014

Пурнăç таппинчен юлмасăр

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи ăмăртура Ишлей райповĕ иккĕмĕш вырăна тухнă. 400-е яхăн çынлă туслă коллектив утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çур çулхи кăтартусем тата сумлăрах-мĕн. Ултă уйăхра тавар çаврăнăшĕ 294907 пин тенкĕне /иртнĕ çулхипе танлаштарсан 112 процент/ çитнĕ.

22 Утă, 2014

Ватăлма вăхăчĕ çук

Йĕпреç поселокĕнчи Владимир Павлов сăнар ÿнерĕнче те /Чăваш патшалăх педагогика университечĕн худграфне пĕтернĕ/, юрă-кĕвĕре те /хăй вăхăтĕнче Шупашкарти музыка училищинчен пĕлÿ илсе тухнă/ самаях ăнăçлă утăмсем тунă. Филателире те палăрнă. Çапах та унăн пултарулăхĕнче сăмах каçмăш тăвасси - тĕп вырăнта.

21 Утă, 2014

"Кам тăрăшса ĕçлет - çав лайăхрах пурăнать"

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕк тата Патăрьел районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма еплерех пынипе паллашрĕ.

21 Утă, 2014

Инкеке лекнĕ çынсене пулăшма хатĕр

Чăваш Ене Украинăран тарса килекенсен шучĕ ÿссех пырать. Кун пирки Украина регионĕсене тата килне-çуртне пăрахса килекен çынсене пулăшас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

21 Утă, 2014

"Пĕр ĕç тăватпăр - саккунлăха çирĕплететпĕр"

Шалти ĕçсен министрĕ кăшт маларах кăна пресс-конференци ирттерсе журналистсене полици ĕç-хĕлĕн кăçалхи çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнăччĕ те - вĕсем патне тепĕр хут таврăнни ытлашши-тĕр.

Pages