Ватăлма вăхăчĕ çук

22 Утă, 2014

Йĕпреç поселокĕнчи Владимир Павлов сăнар ÿнерĕнче те /Чăваш патшалăх педагогика университечĕн худграфне пĕтернĕ/, юрă-кĕвĕре те /хăй вăхăтĕнче Шупашкарти музыка училищинчен пĕлÿ илсе тухнă/ самаях ăнăçлă утăмсем тунă. Филателире те палăрнă. Çапах та унăн пултарулăхĕнче сăмах каçмăш тăвасси - тĕп вырăнта.

«Унпа студент чухнех «чирлеме» пуçларăм, - терĕ Владимир Федотович. - Çав çулсенче хаçатсем хаклă марччĕ. Эпĕ вĕсене киоскран кашни кунах туяннă. Чылайăшĕнче сăмах каçмăш пурччĕ. Пĕрмай тупсăмĕсене шыраттăм, пĕрремĕш хут, иккĕмĕш, виççĕмĕш, çирĕммĕш хут... Юлашкинчен шухăша путрăм: çак енĕпе хама мĕншĕн тĕрĕслесе пăхас мар? Малтан шухăшласа ÿкернĕ кăткăс тытăма парăнтарма вăй çитертĕм. Унпа аппаланса пĕр каç иртрĕ. Хавхалантарсах ячĕ пĕрремĕш çитĕнÿ. Çакăн хыççăн ĕç тапранса кайрĕ. Кроссвордçăсен тупсăмĕсене шыранă чухне хама килĕшекен сăмахсене асăрхасан темăсене тĕпе хурса уçнă тетрадьсене çырса хураттăм. Сăмах каçмăш тума кирлĕ хулăн сăмахсарсене, справочниксене, энциклопедисене почта урлă çырăнса илнĕ. Вĕсем райцентрти кĕнеке лавккинче çукчĕ».

Чун туртнă йăпанмăша ăнтарма пуçланă хыççăн Владимир пĕтĕм çĕр-шывĕпех сас пама тĕллев тытнă. Пĕррехинче ывăлĕ йывăçран ятарласа касса кăларнă сĕрме купăс уççи çине сăмах каçмăш вырнаçтарнă. Ыйтăвĕсемпе хуравĕсене ятарлă хатĕрпе çунтарса çырнă. Хитре, илĕртÿллĕ пулсан та темшĕн асăрхамасăр хăварнă ăна 1-мĕш каналпа «Поле чудес» кăларăма ертсе пыракан Леонид Якубович шоумен. Кÿреннĕ Владимир Федотович. Аппаланма пăрахас шухăш та тытнă. Çапах кашни эрне кун телеэкран умне пырса ларнă, табло çинчи сăмахсен тупсăмне тимлесех шыранă.

Паянхи куна кроссмейстер /сăмах каçмăшсем хатĕрлекен çынна çапла калаççĕ/ 1500 ытла сăмах каçмăш хатĕрленĕ, вĕсен ытларах пайне центрта тухса тăракан хаçат-журналта кун çути кăтартнă. Унăн ĕçĕсене «Огонек», «Студенческий меридиан», «Крестьянка» журналсем уйрăмах кăмăлласа йышăнаççĕ. Вăл уйрăм темăсене тĕпе хурса йĕркелекен сăмах каçмăшсене ытларах килĕштерет.

Владимир марка пухма ача чухнех тытăннă. Уйрăм тематикăна пăхса мар, чун-чĕри кăмăлланине пуçтарать. Ятарлă лавккасем пулнă чух спорт тематикине тĕпе хунă. Ывăлĕсем техника хатĕрĕсене ÿкернĕ маркăсене килĕштернĕ. Унăн пухмачĕнче сăнарлă ÿнер темине халалланă маркăсем нумайрах.

«Пĕррехинче çемьепе вун-вун çул пухнă пурлăха шута илтĕмĕр, - терĕ. - 10 пин маркăран та иртнĕ».

Ытти филателистпа çыхăну тытмасть. Куравсене те хутшăнма пăрахнă. Мĕншĕн? Кашни курав хыççăнах пурлăхăн пĕр пайĕ таçта çĕтет. Ямăттине, илĕртÿллине хапсăнакан марка пуçтаракансен хушшинче те пур.

В.Павловăн тепĕр енлĕ пултарулăхĕ çăл куç пекех тапса тăнине лайăх пĕлеççĕ Йĕпреçсем. Вăл культура çурчĕн халăх хорĕнче 40 çул ытла юрланă. Халăх театрне çÿрет, тĕп рольсене калăплать. Спектакльсен декорацине хатĕрлет. Кашни Çĕнĕ çул каçĕнчех вăл - Хĕл мучи.

Çут çанталăка çав тери юратать. Ăна час-часах Хура шыв пĕви хĕрринчи сукмакпа Кушлавăш вăрманне çырла-кăмпа татма кайнине, Хумпа Кĕтне юхан шывĕсен хĕрринче вăлтапа пулă тытнине куратăн.

В.Павлов пурнăç çулĕ тумхахлă пулнине, вăл тăтăшах пыл-çу сĕнменнине, кун-çул кашни утăмрах тĕрĕслевсемпе чăрмавсем кăларса тăратнине лайăх курса ĕненчĕ. Чечен вăрçин иккĕмĕш тапхăрĕнче унăн юратнă ывăлĕ, Раççей çарĕн салтакĕ Станислав Павлов паттăррăн пуç хучĕ. Вилнĕ хыççăн ăна «Паттăрлăхшăн» орденпа чысланă. Ывăлĕн сăнарне чун-чĕрере тытса, хăюлăхĕпе мăнаçланса скверта 30 улмуççи /ывăлĕ çавăн чухлĕ çул пурăннă/ лартнă.

«Марка пухма, сăмах каçмăшпа ларма вăхăт сахал пулин те хушăран вĕсем патне таврăнатăпах. Кăмăл туртăмĕн вăйĕ ытла та асамлă», - çапла каларĕ те сăн-пичĕ ăшă кулăпа çиçрĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.