Пасарта сутмашкăн диплом кирлĕ-и?

21 Утă, 2014

Çак шухăшпах канăçа çухатрăм хулари ярмăрккăра пĕрле вĕреннĕ тусăма курсан.

Лена /ятне улăштарнă/ суту-илÿ ĕçĕнче виççĕмĕш çул вăй хурать иккен. Ыттисем пекех укçа-тенкĕ çитменни илсе çитернĕ ăна пасара пурнăç сукмакĕ. Диплом иличченех хулари ача садĕнче пуçланăскер пилĕк çула яхăн ачасемшĕн иккĕмĕш анне пулнă. Мăшăрĕпе икĕ хĕр кун çути парнеленĕ, ачисене садике вырнаçтарас ыйту та пулман унăн ахăртнех. Воспитательсен шалăвне ÿстернĕ хыççăн ача-пăчана чунтан юратакан пике садике вырнаçма ĕмĕтленет, анчах та малтан кредит укçи тÿлесе татмалла. Тĕрĕссипе, педагогика университетĕнче пĕрле вĕреннĕ хĕртен сумлă ăсчах е паллă çын пуласса кĕтнĕ пурте. Чăн та, ушкăнри тата факультетри чи ăслă та пултаруллă студентка вĕренÿре те, общество ĕçĕнче те маттуррисен йышĕнчеччĕ. Конкурссемпе конференцисене хутшăнма ĕлкĕретчĕ, факультет чысне тĕрлĕ уявра хÿтĕлетчĕ. Пур дисциплинăна та «пиллĕклĕх» пĕлекене пулăшу ыйтса тертлентеретчĕç. Вĕренсе тухнă хĕршĕн аспирантура алăкĕ те уçăччĕ. Анчах пурнăç кустăрми урăх çулпа чуптарнă ăна: хĕрлĕ диплома алла илнĕ-илменех çемье çавăрса ача амăшĕ пулса тăнăскер карьера пирки шухăшламан паллах.

Çакнашкал тĕслĕхпе сахал мар тĕл пулатпăр паянхи саманара. Акă ялти пĕр пĕлĕшĕм Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухрĕ. Анчах çамрăк специалист уй тăрăх çÿрес темерĕ - тÿрех Мускава стройкăна вырнаçрĕ. Тĕрĕссипе, халĕ те çак сферăрах тăрăшать. Агроном шалăвĕнчен виçĕ хут пысăкрах ĕç укçи кама тивĕçтермĕ. «Апла пулсан мĕншĕн аслă шкул сукмакне пилĕк çул такăрлатнă?» - пуçăмра явăнать ыйту.

Хальхи вăхăтра шкултан тухнисен хĕрÿ тапхăр: институт-техникума вĕренме кĕмелле. Хăйсем те тăрăшаççĕ, ашшĕ-амăшĕ те канăçне çухатать. Кайран специальноçпа ĕçлемесен халĕ ытлашши тертленнин усси пулĕ-ши? - Паллах, çакнашкал пулăмпа никама та тĕлĕнтереймĕн. Учитель лавккара сутать, журналист менеджера вырнаçать, зоотехник пластик чÿрече лартать... Çапах та пурне те шалу пĕчĕкки хăратмасть: хăш-пĕр специалист валли ĕç вырăнĕ çук. Акă кăçал диплом илнĕ хĕр юлташăм шкулта ĕçлес хавхаланупах районти вĕренÿ пайне çул тытнă, анчах унта ăна ырă хыпар кĕтмен: вырăн çук, тепĕр çул килĕр тенĕ иккен. Вăл каланă тăрăх - темиçе шкулта /специальноçпа паллах/ тивĕçлĕ канури виçĕ вĕрентекен вăй хурать, тепĕр 2-3 çул ĕçлес тĕллевпе пурнаканскерсем çамрăксене çул парасшăн мар ахăртнех. Пурте пĕлетпĕр: шкулсенче паян-ыран пенсие каякансем тата ватлăх еннелле утăм тунă çынсем ĕçлеççĕ. Çутă ĕмĕт-тĕллевпе килнĕ яш-хĕре алăран вĕçертмелле мар пек те, анчах кая юлсан каю шăтать. Çапла вара аслă пĕлÿллĕ вĕрентекенĕн пасара е шапашкăна çул тытма тивет.

Халĕ ытларахăшĕ патшалăх службине куç хывать. Пĕчĕк мар шалупа хавхалантаракан, тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курма май паракан учреждении кама ан илĕрттĕр. Вĕренсе тухнă-тухман, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе опыт пухмасăрах унта вырнаçакан та сахал мар. Суту-илÿ сфери те - чи илĕртÿлли. Строительство, шоу-бизнес...

Экономистран мĕнлерех редактор пулĕ-ши текен ыйту та шухăшлаттарать. Пултаруллă çын паллах ниçта та çухалса каймĕ. Акă технологсем, биологсем, стилистсем сцена çине тухса халăха савăнтарма пултараççĕ. Шкулта пире Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă специалист биологи предметне вĕрентетчĕ. Çапах та урокра интереслĕччĕ, хаваспах çÿреттĕмĕр унта. Журналистсен йышĕнче те тĕрлĕ специальноçлă çынсем вăй хураççĕ, çакă вĕсен ĕçне пачах та йывăрлатмасть. Анчах пунктуаципе орфографи правилисене чухламан е пĕр сăмаха тепринпе çыхăнтарма пĕлмен çынна ĕçе илни лайăх пулăм мар паллах.

Вĕренсе тухнисенчен çурри кăна специальноçпа ĕçлеме вырнаçнинчен ним тĕлĕнмелли çук. Вĕренÿ министерствинче те çакнах çирĕплетеççĕ, çавăнпах пулĕ паянхи кун врачсемпе педагогсем, зоотехниксемпе инженерсем çитмеççĕ. Пĕчĕк шалуллă ĕçре камăн пилĕк авас килтĕр?

Совет саманинче вĕренсе тухакан кашни çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ, пурăнмалли кĕтессĕр те хăварман. Ун чухне чылайăшĕ хăй килĕштерекен специальноçпа пĕлÿ илме тăрăшнă, хальхи пек аслă пĕлÿ илес тĕллевпе пурăнман. Ĕçре кирлĕ, усăллă çын, профессионал пулас тенĕ.

Тĕрĕссипе, хам та идеал мар. Тăван чĕлхепе литература вĕрентекен пулас тĕллевпе кайнăччĕ университета, анчах шăпа темшĕн пичет ĕçĕпе çыхăнтарчĕ. Чăваш филологийĕн факультетĕнче сумлă та пултаруллă профессорсемпе преподавательсем патĕнче ăс-хакăла пуянлатнă, литература пĕрлешĕвĕн пултарулăх лаççинче сăмах илемне туйма вĕреннĕ, тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ хайлавĕсемпе савăнма пултаракан çыннăн журналист ятне тивĕçмешкĕн ирĕк пурах пулĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ