"Пĕр ĕç тăватпăр - саккунлăха çирĕплететпĕр"

21 Утă, 2014

Шалти ĕçсен министрĕ кăшт маларах кăна пресс-конференци ирттерсе журналистсене полици ĕç-хĕлĕн кăçалхи çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнăччĕ те - вĕсем патне тепĕр хут таврăнни ытлашши-тĕр. Çапах ШĔМ коллегийĕн эрне кун иртнĕ анлă ларăвĕнче чылай тĕплĕрех калаçу пулнине кура уйрăм самантсем çинче чарнăса тăни вырăнлă. Ларăва ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, право хуралĕпе надзор тытăмĕсен ертÿçисем те хутшăннине шута илсен - пушшех.

Малтанах шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов сăмах илчĕ. Унăн шухăшĕпе - Чăваш Енри йĕркелĕхпе çыхăннă лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă. Преступленисен шучĕ пур енĕпе те тенĕ пекех чакнă. Чăн та, хăй калашле, "кĕтмен çĕртен" ятарласа вут чĕртнĕ тĕслĕх нумайланнă, хулиганла ĕçсем, наркотик сарнипе çыхăннă преступленисен шучĕ те пысăкланнă. Çапах кашни 10 пин çын пуçне республикăра çур çулта 55 преступлени пулни - лайăх кăтарту, ку енĕпе округра Мари Элта тата Пеза облаçĕнче кăна ĕç-пуç пирĕннинчен лайăхрах-мĕн.

Министерство тытăмĕнчен пысăк йыша районсенчи пайсене куçарни пирки эпир каланăччĕ. Улшăну кунпа кăна вĕçленмест иккен: юпа уйăхĕччен ШĔМĕн Шупашкар хулинчи управленийĕн сотрудникĕсен самай пысăк йышне те районсене куçармалла. Çакă унта "хура ĕç" нумаййипе сăлтавланнă ĕнтĕ.

Штаб пуçлăхĕ Александр Кожемяков заявленисене, преступленисене шута илессипе тата регистрацилессипе çыхăннă ыйту çине пусăм турĕ. Çирĕп тĕрĕслесе тăнă май çынсен заявленийĕсене йышăнман тĕслĕхсем пулман. Анчах вĕсене тĕплĕ тĕрĕслеменни - пулнă. Çавăн пекех полици кÿрекен патшалăх пулăшу ĕçĕсем тĕлĕшпе те тепĕр чух ыйтусем çуралаççĕ. Калăпăр, пĕр участковăйран çын судпа айăпланни-айăпланманни пирки справка ыйтнă. Лешĕ вара çыру çырсах "шалти ĕçсен пайĕ унашкал пулăшу ĕçĕ кÿмест" тесе хуравланă, информаци центрне кайма сĕннĕ иккен. Те ĕçлес килмен, те пĕлмен...

Полици пуçлăхĕн оперативлă ĕçшĕн яваплă çумĕ Александр Николаев уйрăм преступленисем пирки те сăмах пуçарчĕ. Калăпăр, астармăш вăйăсем йĕркелени, ют хваттерсене ярса илнĕ ушкăн тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç тата ыттисем. Суя укçа саракансем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Муркаш районĕнчи пĕр АЗСра унашкалли умлă-хыçлă пулнă. Юрать-ха, унта ĕçлекенсем тимлĕ, вĕсем ултава вăхăтра асăрханă май малтан суя банкнот тыттарса хăварма тăнă Армени çынни çакланнă, унтан кăркăса тытса чарнă.

Коррупцие илес тĕк - республикăра взятка виçи вăтамран 9 пин тенкĕпе танлашать иккен. Анчах ку кăçал çав виçерен ытларах взятка паманнине пĕлтермест - 292 пин тенкĕ сĕнни те пулнă. Иртнĕ çулсенче пулнă, вăхăтра уçса парайман преступленисем çине те алă сулман. Кăçал 2000 çулта Шупашкарти Тĕп пасарта çын вĕлернĕ тĕслĕхе уçса пама пултарнă, айăплине тытса чарнă.

Общество йĕркелĕхне сыхлассипе çыхăннă лару-тăрупа полици пуçлăхĕн тепĕр çумĕ, Валерий Жуковец, паллаштарчĕ. Асăннă тапхăрта республикăра халăхăн пысăк йышĕ хутшăннă 700 ытла мероприяти иртнĕ. Вĕсенче пысăк пăтăрмахсем пулманнинче, паллах, полици тÿпи те çук мар. Валерий Иванович кăçал пуçласа эрехе вăл е ку уйрăм вырăнта кăна мар, Чăваш Енĕпех сутма чармалли мелпе усă курнине ырласа палăртрĕ. Юлашки шăнкăрав, Çамрăксен кунĕсенче эрех сутма чарнă - вырăнлă йышăну.

Кадрсен темине ку енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Метельков çĕклерĕ. Паян ШĔМ тытăмĕнче ĕçлекенсен 62,5% аслă пĕлÿллĕ. Уголовлă шыравра, экономикăри преступленисемпе кĕрешекен подразделенире çынсем çитмеççĕ. Çакна ăнланмалла ĕнтĕ, унти ĕç пĕртте çăмăл мар. Кăçал 16 сотрудникрен хăйсене взятка пама тăни пирки пĕлтерÿ пулнă, çав шутра 12-шĕ - ПАИ ĕçченĕсем. Ку тĕслĕхсемпе уголовлă 15 ĕç пуçарнă.

854 сотруднике дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Пакунлă çынсем çулсем çинче чылай авари туни пăшăрхантарать - çак инкексенче виçĕ гражданин тата икĕ сотрудник вилнĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов полицие граждансен хăрушсăрлăхне çирĕплетес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланăшăн тав турĕ. Çав вăхăтрах суя эрех сутакансемпе çине тăрарах кĕрешмеллине палăртрĕ. Кунта, унăн шухăшĕпе, должноçри хăш-пĕр çын хайхи вăрттăн ĕç-хĕле хÿтте илни те пулма пултарать. Вĕсене те тăрă шыв çине кăлармалла, мĕншĕн тесен "сулахай" эрех сиенĕ питĕ пысăк: бюджета тупăш кĕмест, чи хăрушши - ĕçкĕпе çынсем вилни, сывлăхне çухатни.

Юрий Попов спикер та пакунлă çынсене тав сăмахĕ каларĕ: "Пĕр ĕç тăватпăр - саккунлăха çирĕплететпĕр. ШĔМ Патшалăх Канашĕпе алла-аллăн ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ". Ларăвăн журналистсемшĕн уçă пайĕ савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ - службăра палăрнисене наградăларĕç /сăн ÿкерчĕкре/. Олег Иванов, Сергей Светлов, Владимир Шихранов медальсене тивĕçнĕ. Михаил Григорьев капитан кăкăрĕ çине медаль çакнă май вара Сергей Семенов министр вăл наградăна Çурçĕр Кавказра тивĕçнине, сапер пулнине пайăррăн палăртса унăн аллине çирĕп чăмăртарĕ.

Николай КОНОВАЛОВ