Кашнин шухăшне шута илмелле

22 Утă, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче ĕçлĕ çÿревпе Красноармейски районĕнче пулчĕ, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе, "Красное Сормово" ОООра пăру витин строительствипе паллашрĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ.

"Кун пек ĕçлеме юрамасть..."

Чатукассинчи шкул çуртне 1984 çулта çĕкленĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ тытăмне çĕнетсе улăштармалли комплекслă мерăсене пурнăçласа 2012-2013 çулсанче шкула юсама, блокпа модуль котельнăйĕ тума, вĕренÿ, столовăй оборудованийĕ, литература туянма республика бюджетĕнчен - 1,6 млн, вырăнти бюджетран 1,8 ытла млн тенкĕ уйăрнă, кăçалхи вĕренÿ çулне хатĕрленсе кулленхи юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

Михаил Васильевич вĕренÿ çуртне кĕриччен шкул пахчипе интересленчĕ. Çĕр улмин купаламан йăранĕсене, ÿсентăрана колорадо нăрри кăшласа янине курсан кăмăлĕ палăрмаллах пăсăлчĕ. Çул çитмен çамрăксене çакнашкал тĕслĕх ĕçрен пистерме пултарассине аса илтерчĕ. Картишĕнче усă курман хуралтăсем юхăнса ларни, ытти çитменлĕх те асăрханмасăр юлмарĕ. Çĕрпе тухăçлă усă курманнине палăртса: "Ачасене апатлантармашкăн ашшĕ-амăшĕнчен укçа пухма тивет ĕнтĕ, - терĕ.- Апла тăк шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕ çум курăк çитĕнтерме кирлĕ-и?". Çурт никĕсĕ тĕллĕн-тĕллĕн юхăнни, картишне тирпей-илем кĕртменни те куçа тÿрех тирĕнчĕ. Галина Игнатьева директор çитменлĕхсенчен чылайăшĕн сăлтавне укçа çитменнипе ăнлантарма пикенчĕ. Михаил Игнатьев шухăшĕпе вара - кунта ĕçе йĕркелеме пĕлменни чăрмантарать: тирпей-илем кĕртмешкĕн ачасене хутшăнтарни пăсăк пулас çук, вĕсен вăй хурас туртăмне аталантарассишĕн, çут çанталăк илемне упрама вĕрентессишĕн ĕç тата биологи учителĕсем яваплă.

Çуртăн фасадне те улăштарса çĕнĕ сăн кĕртмелли çинчен аса илтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ, çакна тумашкăн тĕрлĕ технологи пур. Вĕренÿ çулне хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсемпе кăсăкланчĕ вăл. Çитменлĕхсем ку енĕпе те сахал мар: класри урайсене япăх сăрланă /тĕллĕн-тĕллĕн çийĕнсе пĕтнĕскерсене малтанхи сийне хырмасăрах çуллен сăрласа тăнипе пĕр тикĕс выртман сăрă хăма хулăнăшĕпе танлашнă тесен те йăнăш пулмĕ/, маччана тирпейсĕр шуратнă тата ытти те.

"Вĕрентекенсен шалăвне сисĕнмеллех ÿстертĕмĕр, анчах çакăн эффективлăхĕ сисĕнмест, - палăртрĕ Михаил Васильевич. - 40 ачана 10 учитель вĕрентни çемьери шкулта пĕлÿ панипе танах. Кун пек чухне сирĕн ăс-тăн аталанăвĕ енĕпе чăннипех малта пымалла. Хальлĕхе вара кăçал 4 вĕренекен кăна шкул ачисен пĕтĕм Раççейри олимпиадинче муниципалитет шайĕнче палăрнă, "Exselcior-2014" ăслăлăхпа практика конференцийĕнче 10-ăн малти вырăнсене йышăннă. Столовăй ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май Михаил Васильевич вĕренекенсен рационĕнчи аш-пăш апачĕпе кăсăкланчĕ. Поварсем çирĕплетнĕ тăрăх - ытларах чухне чăх какайĕ çитереççĕ. Çамрăк организмшăн ĕне-выльăх какайĕ уйрăмах кирлине аса илтерчĕ Михаил Игнатьев.

Ачасем çултан çул сахалланнине тĕпе хурса шкулăн малашлăхĕ пирки тĕплĕн шухăшлама кирлине палăртрĕ вăл, директор шкул çулне çитменнисен тепĕр ушкăнне уçма тĕв туни çинчен пĕлтерни çырлахтармарĕ ăна.

Сăмах май, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ирттернĕ канашлăва та Михаил Игнатьев асăннă шкулпа çыхăннă лару-тăруранах пуçларĕ.

"Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче пулса эпир ахаль çынсен, ветереансен шухăш-кăмăлне, вĕсене канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатас тетпĕр. Пирĕн тĕллев - икĕ енлĕ çыхăну йĕркеленипе пĕрлех район-хула администрацийĕсене çитменлĕхсене пĕтерме пулăшасси, официаллă çынсене хăйсене тивĕçне япаплăха туйса пурнăçлама кирлине аса илтересси. Ĕçлĕ пĕрремĕш çÿрев çакна çирĕплетет те ĕнтĕ. Паянхи канашлура министрсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ тухса калаçаççĕ. Вĕсене ыйтусем пама пултаратăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Пирĕн ĕç уçă та курăмлă. Малалла аталанмашкăн çул-йĕр палăртнă чухне кашнин шухăшне шута илмелле.

Канăç паман ыйту пĕрре - ĕç эффективлăхĕ еплерех? Чăваш Ен Пуçлăхне Чатукассинчи 320 вырăнлă шкулта 40 ача кăна пĕлÿ илнĕ шухăшлаттарать. Демографи лару-тăрăвĕ çывăх вăхăтрах ырă енне улшăнасса кĕтмелли çук. Апла тăк кунта та çĕнĕ варкăш кирлĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсем çĕрпе тухăçлă усă курманнин сăлтавне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисене уçăмлатма ыйтрĕ. "Капла ĕçлеме юрамасть", - пĕтĕмлетрĕ вăл.

 

Ĕнисем - сĕтлĕ, пăрăвĕсем - ÿтлĕ

"Красное Сормово" ООО - малашлăхлă хуçалăхсенчен пĕри. Кĕр тыррисем - 330, çуртрисемпе пăрçа йышши культурăсем - 866, кукуруза 201 гектар йышăнаççĕ. Акнă мĕн пур лаптăк - 1958 гектар. Паянхи кун тĕлне Яманаксем утă -170, сенаж - 2800 тонна хатĕрленĕ, кĕр аки валли 250 гектар çĕр сухаланă.

Район администрацийĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх - кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх - 702 /иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 104,2 проценчĕ/, çав шутра - 270 ĕне /103 процент/, 745 пуç сысна /109,9 процент/.

Халĕ кунта 250 пуç вырнаçмалăх пăру вити тума тытăннă. Республика Пуçлăхĕ унăн строительствипе интересленчĕ, ферма ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, хальхи витесем кивĕ пулсан та ĕнисем - сĕтлĕ, пăрăвĕсем ÿтлĕ пулнине палăртрĕ.

Хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов çирĕплетнĕ тăрăх - тĕп кĕтĕве çĕнетмелли çамрăк выльăха усрамалли хальхи йышши витене кăçалхи тăваттăмĕш кварталта хута ямалла. Пăрусене тăрантарса усрамашкăн кирлĕ апата кĕç-вĕç çĕкленмелли çĕнĕ вите çывăхне хывса хăварнă.

 

Йывăçсене касмалла, вуттине ватăсене валеçмелле

Район администрацийĕн акт залĕнче ирттернĕ канашлăва ЧР вĕренÿ, ял хуçалăх, финанс министрĕсем Владимир Иванов, Сергей Павлов, Светлана Енилина, экономика министр çумĕ Инна Антонова, ЧР Конкурент политикин тата тарифсен патшалăх службин пуçлăхĕ Альбина Егорова, районти тĕрлĕ тытăм ертÿçи хутшăнчĕç.

Тĕп хуларан килнĕ çын мĕн пур çитменлĕхе асăрхать çав. Ĕçлĕ çÿреве тухнисем пурне те курчĕç, тиркевлĕн хакларĕç. Çул тăршшĕпех - кивĕ хуралтăсем. Хуçисем пур тăк вĕсене йĕркене кĕрттермелле, çук тăк - пăсмалла. Арçунакассинчи арканса ларакан çурт умĕнчи палăк шăпи те канăçсăрлантарчĕ паллах. Ун тавралла этемрен те çÿллĕ çум курăк ашкăрни шухăша ячĕ: çитес çул Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине паллă тăватпăр. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнă ентешсен ячĕпе çĕкленĕ асăну паллине çапла юхăнтарма юрать-и?

"Вăрнар çулĕнчен Красноармейскинелле пăрăнсан акса-лартса туман лаптăк пĕрре мар тĕл пулчĕ. Михайловка еннелле кайсан та çавнашкал ÿкерчĕк. Нумай çул ÿсекен курăка çулса тĕркеме çавăрса хунă та уйрах хăварнă. Кĕçех иккĕмĕш хут çулмалла, выльăх апатне пĕр çĕре пухманни тĕлĕнтерет. Çул хĕррипе вĕрене хунавĕ, тал пиçен-армути ашкăрать - килĕшÿсĕр ÿкерчĕк вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисене те, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене те ырă кÿмест", - терĕ Михаил Игнатьев канашлăва уçнă.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков хăйĕн докладĕнче консолидаци бюджетне йĕркелессипе, налук пухассипе, çĕрпе тухăçлă усă курассипе, нумай ачаллă çемьесене лаптăк уйăрса парассипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ.

Республика Пуçлăхĕ районта пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр мĕн чухлĕ пулнипе интересленсен докладçă 224 гектар пулнине пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ йăнăшать иккен: ЧР ял хуçалăх министрĕ унашкалли 2 пин гектартан иртнине çирĕплетрĕ. Тĕрĕслĕхе мĕншĕн тата камран пытармалла-ха? Михаил Игнатьев шухăшĕпе - район территорийĕ çийĕн вертолетпа вĕçсе иртниех пĕтĕм ыйтăва уçăмлатать. Çынсем, уйрăмах аслă ăрурисем, вăй питти чухне шуçăмпа тăрса сĕм çĕрлеччен хиртен кĕме пĕлменнисем, çакнашкал хуçасăрлăха курса тăраççĕ, республика ертÿлĕхне пĕлтереççĕ, мерăсем йышăнма ыйтаççĕ. Апла тăк çав уйсене йĕркене кĕртсе акса-лартса тăма тытăнмалла. "Кирлĕ тĕк министрсемпе пĕрле пухăнса сире пулăшма килĕпĕр, трактор-машина рычагĕ-рулĕ умне ларăпăр. Паллах, хăвăр пултараймасан ĕнтĕ", - шÿтлесе-йĕплесе пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те савăнтармаççĕ: аш-пăш, сĕт туса илесси кăçалхи пĕрремĕш çур çулта чакнă. Паллах, çухатусене районти кăтартуллă хуçалăхсем саплаштарма пултараççĕ. Сăмахран, "Красное Сормово", "Таябинка", Волит... Республика Пуçлăхне вĕсен ертÿçисем ку енĕпе кăтартусене çулталăк вĕçлениччен 10-шар процент ÿстерме шантарчĕç.

Михаил Игнатьев районта демографи лару-тăрăвĕ ырă енне хăçан улшăнассипе кăсăклансан Андрей Шестаков палăртнă мерăсене асăнчĕ: предприяти-организацие, хуçалăхсене çамрăк кадрсемпе пуянлатсан паллах. Ялта 3 çултан кая мар ĕçлеме кăмăл тăвакан яшсемпе хĕрсене - республикăри аслă шкулсемпе техникумсен юлашки курсĕнче вĕренекенсене - район администрацийĕ стипенди çумне уйăхсерен пин тенкĕ хушса тÿлес тĕллевлĕ.

Светлана Енилина министр шухăшĕпе - Красноармейскисен çĕр тата уйрăм çынсенчен пухакан налуксене тулли виçепе илсе район бюджетне пуянланмалли майпа туллин усă курмалла.

Владимир Иванов шкулсене çамрăк кадрсемпе çирĕплетме сĕнет. Унсăр пуçне пуçăннă ĕçе тĕплĕн шухăшласа вĕçне çитерни пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, Чатукассинче шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ валли майлаштарнă беседкăна кирлĕ пек сăн кĕртмен, пĕлÿ çурчĕ умĕнчи палăка чечек йăранĕсемпе илемлетмен.

Альбина Егорова çирĕплетнĕ тăрăх - районти хăш-пĕр çуртра шывпа, газпа усă курнине палăртма ятарлă прибор вырнаçтарманнипе 560 ытла çыннăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн çĕнĕ нормативсем тăрăх ытларах тăкакланма тивĕ. Çакна сирмешкĕн хутса ăшăтмалли тапхăрччен çав хатĕрсене лартмаллах.

Сергей Павлова Красноармейскисем кăçал çĕр улми пуссине 25 процент чакарни пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен асăннă культурăн гектар пуçне тухакан тупăшĕ тырпулăннинчен пысăкрах. Çĕр ĕçченĕн шалăвĕ те паянхи самана ыйтнине тивĕçтермест: вăл уйăхра вунă пин тенкĕ ытларах кăна.

Усă курман лаптăксенчен хăшĕ-пĕрине йывăç пусса илнине тĕпе хурса ял хуçалăх министрĕ унашкаллине çĕрĕн тепĕр категорине куçарма сĕнчĕ. Ку шухăша Чăваш Ен Пуçлăхĕ татăклăн хирĕçлерĕ: унашкал çĕр - хăйăрлă е тăмлă мар, апла тăк пусă çаврăнăшне тавăрмалла. Ÿснĕ йывăçсене касмалла, тымарне кăкламалла, вуттине аслă ăру çыннисене, ветерансене валеçмелле.

 

Валентина СМИРНОВА