Берлина çитнĕ

22 Утă, 2014

Шупашкар районĕнчи Типнер ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Васильева Хĕрлĕ Çар ретне 1943 çулхи кăрлачра илнĕ. Ун чухне вун саккăра çитнĕ çеç вăл.

Мускав çывăхĕнчи вăрманлăхра вырнаçнă çар училищи çумĕнчи артиллеристсен кĕске курсĕнче вĕреннĕ хыççăн ăна 386-мĕш артполкăн танксене çĕмĕрекен 26-мĕш бригадине янă. Унта каччă тупă наводчикĕ пулса тăнă. Воронеж тата Украина I фрончĕсен çапăçăвĕсене хутшăнма тÿр килнĕ ăна. Вăрçă çулĕпе Берлина тата Прагăна çитнĕ.

1945 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Н.Г.Васильев кĕçĕн сержанта командовани тăратнă награда хутĕнче акă мĕн çырнă: «Васильев юлташ 1945 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Домсдорф ялĕ çывăхĕнчи çапăçура ăста наводчик пулнипе палăрчĕ. Тăшманăн чĕрĕ вăйĕпе техники çине тупăран вут-çулăм «сапса» пирĕн пехотăна çăлма пултарчĕ. Хаяр çак çапăçура хĕç-пăшалтан тĕл персе тăшманăн 2 танкне, 2 бронетранспортерне, çар хатĕрĕсемлĕ 1 автомашинине çунтарса янă, 20 ытла салтакĕпе офицерне тĕп тунă.

Бригада командирĕн хушăвĕпе Н.Г.Васильева çак çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи хăюлăхпа паттăрлăхшăн Николай Герасимович Хĕрлĕ Ялав орденне, «Паттăрлăхшăн» тата ытти медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Васильев Кÿкеçре пурăннă. «Сельхозтехника» тата «Сельхозхими» пĕрлешÿсенче вăй хунă. Мирлĕ ĕçре те пултарулăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрнă.

Галина МИХАЙЛОВА