Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

13 Çу, 2014

Иртнĕ вăрçăн паттăрĕсемпе тыл хастарĕсен речĕ уйăхсерен чакса пырать. Çĕр çинчи мирлĕ пурнăçа упраса хăварнисемпе уй-хирте, фермăра, фабрика-заводра лăш курмасăр ĕçлесе хĕвеллĕ куна хăвăртрах çитерессишĕн тăрăшнисем çамрăк ăрăва тăнăç тапхăр пиллесе сыв пуллашаççĕ. Çав кун историре аякран аяккарах кайса пырать пулин те вĕсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕн сумĕ, пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Вăл нихăçан та асран тухмĕ.

"Хыпар" хаçатăн çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕн виççĕмĕш страницине нимĕç эшкерне çапса аркатнă аслă ăрăва халалланă. Хайлавсем тĕрлĕ ятлă пулин те - пĕлтерĕшĕ пĕрре: вĕсем Аслă Çĕнтерĕве туптанă!

Петр Сидоров акă Севастопольте тĕпленнĕ Михаил Бочкарев контр-адмирал çинчен ăш-пиллĕ каласа кăтартать. Анатолий Семенов Ленинграда хÿтĕленĕ ентешĕсене аса илет, Альбина Егорова салтак аттине çичĕ çул хывман Николай Крыловпа паллаштарать, Геннадий Кузнецов Чапаев дивизийĕнче хĕсметре тăнă Яков Глякин пурнăçĕн "çулĕпе утса тухать".

Тĕплĕнрех "Хыпар" хаçатăн 24-мĕшĕнчи номерĕнче.

Рубрика: