Галина МИХАЙЛОВА

16 Авăн, 2015

Кивçурткассисем те паттăрлăхпа палăрнă

Ылханлă вăрçă çулĕсенче Шупашкар районĕнчи Кивçурткассинчен те Хĕрлĕ Çар ретне 83 çын тăнă. Вĕсенчен 43-шне тăван кĕтесе чĕррĕн таврăнма пÿрмен. Пирĕн ялсем Смоленск облаçĕсенчи çапăçусенче, блокадăри Ленинградра, вут-çулăм айĕнчи Сталинградра, ытти çĕрте паттăрлăхпа тата хăюлăхпа палăрнă. Смоленск тăрăхĕнчи хаяр çапăçусене тăван ялăмăртан пиллĕкĕн хутшăннă, пĕри те вилĕмрен çăлăнайман.

5 Çурла, 2015

Партизан сукмакĕсемпе

1941 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа фашистла Германи Совет Союзĕн вăхăтлăха оккупациленĕ территорийĕсенче партизан отрячĕсем йĕркелеме тытăннă. ВКП/б/ Тĕп комитечĕ ятарлă постановлени йышăннă. Партизансен юхăмне ертсе пыма штаб çирĕплетнĕ. Вăл 1941-1945 çулсенче партизансен отрячĕсене 59960 винтовкăпа, 34340 автоматпа, 4210 пулеметпа, 2180 минометпа, 539570 гранатăпа тивĕçтернĕ. Вырăнти çынсем партизансен отрячĕсене апат-çимĕçпе, кĕпе-тумтирпе, атă-пушмакпа пулăшнă.

10 Нарăс, 2015

Хачăксем те хăюлăх кăтартнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Совет Союзĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ пулин те тĕнче мирлĕ пурнăç çулĕ çине тухайман-ха. Инçет Хĕвел тухăçĕнчен çаплах хĕç-пăшалпа хăмсарнă. Ялтăри конференци килĕшĕвне тĕпе хурса халĕ çеç нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă патшалăх ертÿçи Иосиф Сталин Япони милитарисчĕсене хирĕç вăрçă пуçласси çинчен пĕлтернĕ. Совет Çарĕсем кĕçех Квантун çарĕ тытса илнĕ Манчжурие хăтарма тытăннă.