Комментари хушас

10 Нарăс, 2015

Хачăксем те хăюлăх кăтартнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Совет Союзĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ пулин те тĕнче мирлĕ пурнăç çулĕ çине тухайман-ха. Инçет Хĕвел тухăçĕнчен çаплах хĕç-пăшалпа хăмсарнă. Ялтăри конференци килĕшĕвне тĕпе хурса халĕ çеç нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă патшалăх ертÿçи Иосиф Сталин Япони милитарисчĕсене хирĕç вăрçă пуçласси çинчен пĕлтернĕ. Совет Çарĕсем кĕçех Квантун çарĕ тытса илнĕ Манчжурие хăтарма тытăннă. Японин 29 куна пынă çапăçусенче техникине те, çар çыннисене те нумай пĕтернипе хавшанă çар подразделенийĕсем текех Совет Çарĕсене хирĕç тăрайман: 1945 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче капитуляци актне алă пуснă.

Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче пирĕн ентешсем те паттăрлăх кăтартнă. Шупашкар районĕнчи Хачăк ялĕнчен унта çиччĕн пулнă. Вĕсенчен пĕри - 1926 çулта çуралнă Василий Алексеев. 1945 çул пуçламăшĕнче салтак тумне тăхăннă, хĕсмете Владивосток хулинче ирттернĕ. Аслă сержанта фронтра оруди расчечĕн командирне çирĕплетнĕ. «Паттăрлăхшăн» медале ахальтен мар тивĕçмен ĕнтĕ: милитаристсен траншейисене самаях тустарнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.