Влаçăн халăхшăн ĕçлемелле

21 Утă, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне кун Çĕнĕ Шупашкарта пулнă.

Автостанцире пассажирсемпе калаçнă, çынсем хулари çулсем япăххи, автобуссем рейса вăхăтра тухманни çинчен пĕлтернĕ. "Эссен" лавккара Чăваш Ен Пуçлăхĕ сутлăхра республикăра туса кăларнă таварсем пуррипе кăсăкланнă. Хамăрăн производительсен алкоголь продукцийĕ ютран кÿнинчен йÿнĕреххине кăмăллăн палăртнă. Çапах чăваш продукцийĕ валли уйăрнă сентресене ытти регион таварĕсем йышăннине асăрхаса çакна сивленĕ.

Хулари культурăпа кану паркĕпе паллашнă. Кунта тĕл пулнă хĕрарăмсем хăйсен ачисене Çĕнĕ Шупашкарти ачасен медицина центрĕнче тÿлевсĕр йышăнманшăн ÿпкелешсе калаçнă. Михаил Игнатьев медстраховани полисĕ пур çынсем çĕр-шывăн кирек хăш регионĕнче те тÿлевсĕр медпулăшупа усă курма пултарнине палăртнă.

Ачасемпе çамрăксен 4-мĕш спорт шкулĕнче Михаил Васильевич "Сокол" пăр стадионăн реконструкцийĕпе паллашнă. Паянхи кун тĕлне кунта чылай ĕç пурнăçланă, администрацин виçĕ хутлă çуртĕнче те отделка ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕнче çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва чылай министр, çавăн пекех ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ юлашки çулсенче Химиксен хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ валли чылай укçа уйăрнине палăртнă. "Çĕнĕ Шупашкар тĕлĕшпе тимлĕх çук тени - ахаль калаçу кăна. Çулсене юсама 275 млн тенкĕ хывнă, 89 картише юсанă. Анчах картишсене тирпейлемен, спорт площадкисем йĕркелемен", - тенĕ вăл.

Хула çыннисем васкавлă медпулăшу ĕçĕпе кăмăлсăррине палăртнă. Аптекăсенче фанфуриксем сутаççĕ. "Хăш-пĕр аптекăра фанфурик сутлăхра çук теççĕ, анчах пĕринче эпир çав шĕвеке чăрмавсăрах туянтăмăр", - тенĕ Михаил Игнатьев аптека организацийĕсемпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлама хушнă май.

ЧР Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкар ертÿçисен ĕçне вăйлă критикленĕ: хулари йывăçсене, газонсемпе клумбăсене тирпейлеменни, çÿп-çапа пухманни кунта пурăнакансен кăмăлне çĕклеменни, картишсен территорийĕсене юхăнтарса яни çинчен каланă.

Çивĕч ыйту - организацисем муниципалитет çĕрĕпе усă курнăшăн аренда тÿлевне вăхăтра хывманни, паянхи кун тĕлне парăм виçи 35 млн тенкĕрен иртнĕ. Хула çыннисем "Новэк" УК тĕлĕшпе кăмăлсăр, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çак управляющи компанирен тата 5-мĕш ТГКран икшер тÿлев квитанцийĕ илни пирки ÿпкелеççĕ.

"Çивĕч çак ыйтусене хула влаçĕ çуратнă. Эпĕ сире "Новэк" мĕнлерех компани пулни çинчен виçĕ çул каяллах каланă, эсир вара çак тапхăрта нимĕн те туман кăна мар, хула çыннисем каланă тăрăх - вĕсене çав управляющи компание куçма хистенĕ те. Ĕç тăвакан влаçăн чĕтренсе-силленсе илмелле. Депутатсен - хăйсен суйлавçисен интересĕсене хÿтĕлемелле. Должноç йышăнас килет тĕк - халăхшăн ĕçлĕр", - пĕтĕмлетнĕ Михаил Васильевич.

Н.ПЕТРОВ

Автор: