Спорт лапамĕнче - чиновниксем

28 Утă, 2014

Республикăра уйăхсерен Сывлăх кунĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Палăртнă кун кашни районта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан вун-вун çын спорт керменĕсемпе лапамĕсене васкать, маттуррисемпе хастаррисем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçеççĕ.

Сывлăх кунĕнче патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсен çуллахи спартакиади иртнĕ. Спортпа туслисем ку хутĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялне пухăннă. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Паян республикăра спортăн 4500 объекчĕ ĕçлет. Унта ватти-вĕтти, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç, ача-пăча сывлăхне çирĕплетет. Патшалăх тата муниципалитет тытăмĕн ĕçченĕсен те спортпа туслă пулмалла. Министерство-ведомствăсен ертÿçисен те хăйсен ĕçченĕсене сывлăха çирĕплетмешкĕн майсем туса памалла», - тенĕ Михаил Васильевич.

Çуллахи спартакиадăра тĕрлĕ тытăм ĕçченĕсем мини-футбол, вĕрен туртассипе хутăш эстафетăра /ишесси, чупасси тата велокросс/ тупăшнă. Ăмăртусем питĕ хĕрÿ иртнĕ, кашни команда çĕнтерес тĕллевлĕ пулнă. Эстафетăра ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Налук службин тата Çĕрпÿ районĕн пĕрлештернĕ командисем пуринчен вăйлăрах пулнă. Футбол уйĕнче ЧР Юстици министерствин, ШĔМ тата Канаш районĕн спортсменĕсем малти вырăнсене йышăннă. ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин, Патăрьел район администрацийĕн, Налук службин ĕçченĕсем вĕрен туртса палăрнă.

Спартакиадăрах патшалăх ĕçченĕсем ГТО нормативĕсене пурнăçлама пултарнине тĕрĕсленĕ. Вĕсем чупас, тăршшĕне сикес, турник çинче туртăнас, мечĕк ывăтас енĕпе ăсталăх кăтартнă. Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр пулнине ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Налук службин тата Муркаш район администрацийĕн ĕçченĕсем çирĕплетнĕ.

Аса илтеретпĕр: патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсен спартакиади вун виççĕмĕш хут иртнĕ. Унăн программинче спортăн 13 енĕ.

А.МИХАЙЛОВ

Ирина МИХАЙЛОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: