Пирĕн те тĕнчене тĕлĕнтермелли çук мар

30 Утă, 2014

Патăрьел районĕнчи Турханта кун çути курнă Алексей Кокель художнике асра тытса паянхи ÿнерçĕсем 2007 çулта ырă ĕç турĕç - ун ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр йĕркелерĕç. Тĕнче шайĕнчи теме мĕн хистет-ха? Унта çулленех Украина художникĕсем хутшăнаççĕ. Алексей Кокель ячĕ шăпах Украинăпа тачă çыхăннă. Вăл Харьковри ÿнер институтне /халĕ академи/ йĕркелекенĕ пулнă, çавăнпа та унта ентешĕмĕре пĕлекенсем, ун ĕçне малалла тăсакансем пур-ха.

Сакăр çул хушшинче Турханта, Чăваш Ишекĕнче, «Чувашия» санаторире тата ытти хутлăхра йĕркеленĕ пленэра 70 ытла ÿнерçĕ хутшăннă, 700 яхăн ĕç пурнăçланă. Çавна май пленэр пуçаруçисенчен пĕринче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче - ÿнер музейĕ уçма май килнĕ. Ман шухăшăмпа, кунашкаллине - картина галерейине - Турханта та уçма вăхăт çитнĕ. Пленэра хутшăнакансем кашнинчех вырăнта пĕрер ĕç хăвараççĕ.

Йĕркелÿçĕсенчен пĕри - Турхан ял тăрăхĕ. Ун ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем çапла тăвасшăн та. Ун валли кĕтес те пур, анчах ÿнер музейĕ шайне çĕкленмелĕх пурнăçламалли ĕçсем пайтах-мĕн. Ял тăрăхĕн бюджечĕпе инçе каяймăн. Ваттисем каланă пек: тÿшекне кура уруна тăс.

Пленэр хыççăнхи курава Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнни пур енĕпе те шанăç çуратать. Михаил Васильевич вырăнта пленэр координаторĕпе Владимир Васильев профессорпа, Чăваш Республикин Художниксен союзĕн председателĕпе Ревель Федоровпа, Украина халăх художникĕпе, Украина Наци художникĕсен союзĕн Харьковри организацийĕн председателĕпе Виктор Ковтунпа, вырăнти ертÿçĕсемпе, пленэра хутшăннă ÿнерçĕсемпе тĕл пулса вĕсен шухăшĕпе паллашнă. Турхан тăрăхĕ туристсене явăçтаракан хутлăх пулĕ-и?

Мĕнлерех куратăп-ха çак ÿкерчĕке? Ман шухăшăмпа, Турхан Кокель ячĕллĕ пленэр вырăнĕ кăна мар, Чăваш Енри туристсене, çавăн пекех республикăна килсе çÿрекенсене илĕртекен ен пулса тăмалла. Кунта художникăн музейĕ пур, вăл çуралнă çурт тĕлĕнче асăну стели ларать. Ялта ÿнер галерейине уçма тĕв тытнă. Инфратытăма илес тĕк - начар лару-тăрура мар тенĕ пулăттăм. Паллах, сервис енĕпе ĕçлемелли те пайтах-ха. Çапах та ял туризмне аталантарас тесен мĕнрен те пулин тытăнмаллах-çке. Тĕрĕссипе, ку енĕпе комплекс йĕркелесе яма та меллĕ тенĕ пулăттăм. Турханран инçех мар /10-15 çухрăмра/ - Тикеш хулашĕ. Мĕншĕн унта илсе каяс мар туристсене? Паллах, асăннă вырăна йĕркене кĕртсе çитерсен. Унсăр пуçне çывăхра - Арапуç хутлăхĕнче, Çĕньял тăрăхĕнче тата ытти те - паллă ятсемпе çыхăннă ялсем татах пур-çке. Сăмахран, хамăрăннисене те, ютрисене те тĕнчипе паллă сăвăçăн, чăваш ятне тĕнчере, уйрăмах Европăра, çĕкленĕ çыннăн, Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин тăван çĕрĕ-шывĕпе паллашпа кăсăклă мар-и вара? Сăмах май, Геннадий Николаевич хăй те кунти масартах канлĕх тупнă.

Ĕçе йĕркелесе яма чи малтан ăнтăлу, пуçарулăх кирлĕ. Вăл пирте çук тăк пĕлĕтрен йăтăнса анасса кĕтсе лармалла мар. Шалта, чун-чĕрере, хĕрÿлĕх пулсан, «сăрт-тăва çавăрса хума» хатĕррине туйсан ĕç малалла каясса кĕтме пулать. Тата патшалăх пулăшĕвĕ пулсан - тем пекехччĕ.

Ку енĕпе «çанталăк çемçелме» тытăнни туйăнать пек. Туризм ыйтăвĕпе республикăра кăçалтан ЧР Культура министерстви ĕçлет, штатра унчченхи пек пĕр çын мар, - тăваттăн.

Раççей культура министрĕн çумĕ Алла Манилова çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конференцире Раççей Культура министерстви Чăваш Ене укçа-тенкĕпе çак проектсене пурнăçа кĕртме пулăшасса шантарчĕ: культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме* пĕчĕк хуласен истори центрĕсене упраса хăварма: икĕ автоклуб туянма* туризма аталантарас тĕлĕшпе ятарлă мероприяти ирттерме. Куратпăр ĕнтĕ: çĕр-шывра туризма аталантарасси пирки çÿллĕ шайрах пуç ватма пуçланă. Çак йĕркесене те хушса хурассăм килет: шел, каярах юлса. Пирĕн çут çанталăк ытти çĕр-шывранн нихăш енĕпе те начар мар. Тепĕр чухне ыттисен çукки те пайтах кунта. Шăпах вĕсене пропагандăламалла пирĕн, хăнасене хамăрлăхпа тĕлĕнтермелле. Тĕнчери вун-вун патшалăх пек туристсене йышăнма пуçличчен ытти çĕр-çĕр ыйтăва татса пама хăтлантăмăр. Халĕ авă эпир те вăрантăмăр темелле, анчах пуйăсĕ питĕ инçе кайнă иккен: ăна хăваласа çитес тесен самай пашкама, тар юхтарма тивĕ.

Çакна республикăра ăнланаççĕ, пуçарнă ĕçе ячĕшĕн мар, вĕçне çитиех яваплăха туйса ĕçлеме тĕв тытаççĕ. Ку енĕпе пысăк ĕçе асăнса хăварасшăн. Сăмах - «Этническая Чувашия» кластер пирки. Вăл икĕ проекта - тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа çÿрекен культурăпа кану паркĕнче тума палăртнă «Амазония» тата Шупашкар районĕнчи «Ясна» комплекссене - çыхăнтарать. Вăл федерацин шалти тата тулашри туризмне аталантарас енĕпе палăртнă программăна та кĕнĕ.

Турханти, урăх вырăнти туризм лапамĕсене унпа танлаштараймăн паллах. Çапах та вырăнтан тапранмаллах. Пирĕн те тĕнчене тĕлĕнтермелли çук мар.

Надежда СМИРНОВА