Чăваш Енре - Мускав çыравçисем

30 Утă, 2014

Республикăна Раççей тĕп хулинчен писательсем, поэтсемпе куçаруçăсем тата ыттисем килсе çÿрени тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Çапах та çак кунсенче Чăваш Ене Мускавран килсе çитнĕ пысăк делегаци чăннипех кăсăклану çуратать. Йышра - 11 çыравçă. Ушкăн ертÿçисем - Интернационал писательсен союзĕн тĕп офисĕн тĕп координаторĕ ĔпрезиденчĕĔ, литература продюсерĕ, драматург Александр Гриценко тата «Московская правда» хаçатăн информаци пайĕн корреспонденчĕ, «Бумажный ранет» радио-альманахăн тĕп редакторĕ, никама пăхăнман авторсемпе издательсен союзĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Митрохин.

Вĕсем палăртнă тăрăх - «Мускав тата Чăваш Ен пултарулăх çыннисем» фестиваль - Культура çулталăкĕнчи хăйне евĕрлĕ проект. Кунашкалли урăх регионта пулмасть. Çак хутшăну Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, писатель, поэт-куçаруçă Валерий Петровский пуçарăвĕпе тата ЧР Культура министерстви пулăшнипе иртет.

Çакăн пирки фестиваль йĕркелÿçисем утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Наци библиотекинче вулавçăсемпе тата Чăваш Енри çыравçăсемпе тĕл пулнă вăхăтра каласа кăтартрĕç.

Александр Гриценко палăртнă тăрăх - Шупашкар таса, илемлĕ хула, кунта архитектура палăкĕсене упрас енĕпе тимлĕ ĕçлени туйăнать. Вĕсене çавăн пекех ялта, пĕчĕк хулара пурăнакансен пурнăçĕ те кăсăклантарать-мĕн. Çыравçăсем çак кунсенче Етĕрнере çĕр каçнă май унти паллă вырăнсемпе те паллашнă. Районăн тĕп библиотекинче вулавçăсемпе тĕл пулнă, унтан СССР халăх артисчĕн Н.Д.Мордвиновăн çурт-музейне, Семяхинсен музей-усадьбине, районти ÿнерпе тавра пĕлÿ музейне çитсе курнă.

Çав кунах Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти вулавăшра та пулнă. Яллă вырăнта та паянхи технологи хуçаланнишĕн хĕпĕртенĕ. Хăнасем вулакансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, сăввисене, пысăках мар хайлавĕсене вуланă, библиотекăна кĕнекисене парнеленĕ.

Наци библиотекинче те çаплах пулчĕ. Интернационал писательсен союзĕн президенчĕ Александр Гриценко тата Никама пăхăнман авторсен союзĕн ертÿçи Никита Митрохин Наци библиотекин директорне Светлана Стариковăна,вулавăш ĕçченне Галина Соловьевăна Тав хучĕсемпе чысларĕç. Унтан писательсемпе поэтсем сăмах илчĕç. Вĕсем, Иван Белогорохов фантаст, Нелли Викторова композитор, литератор, Жанна Драненко прозаик, Михаил Дымщиц писатель-куçаруçă, Александр Захватов прозаик, Константин Калашников, Анна Лучина, Герман Наумов, Евгений Поляков литераторсем, Никита Митрохин публицист тата Александр Гриценко драматург. Çак кун библиотека та хăнасен чылай хайлавĕпе пуянланчĕ.

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускав писателĕсене - «Пултарулăх çыннисем: Мускав тата Чăваш Ен писателĕсем» фестивале хутшăнакансене - йышăнчĕ.

Михаил Васильевич хăнасене республика пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Çыравçăсен çул çÿревĕн тĕллевĕ пирки Никама пăхăнман авторсемпе издательсен правленийĕн пĕрремĕш секретарĕ Никита Митрохин публицист, литература критикĕ çакна пĕлтерчĕ:

- Пирĕн тĕп тĕллев - Культура çулталăкĕнче культура çыхăнăвĕсене çирĕплетесси. Кунашкал делегаци Чăваш Енре пĕрремĕш хут. Пирĕншĕн çĕнни самай пулчĕ: Шупашкар - тĕленмелле таса, чаплă вырăн. Культура объекчĕ нумай, вĕсем пурте йĕркеллĕ, типтерлĕ. Эпĕ çапла шухăшлатăп: кунта ахăртнех кĕнеке вулама юратакансем пурăнаççĕ. Ĕнер Наци библиотекинче Чăваш Енри темиçе писатель хăйĕн хайлавĕсемпе паллаштарчĕ.

Интернационал писательсен союзĕн тĕп офисĕн тĕп координаторĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ Александр Гриценко ĕçтешĕн шухăшне малалла тăсса çакна палăртрĕ:

- Эпир Чăваш Ен çыравçисемпе хутшăнусем йĕркелесшĕн, пĕрлехи проектсем хатĕрлеме те хирĕç мар. Эпĕ «Российский колокол» журналта ĕçлетĕп. Унта сирĕн писательсене те вырăн пама хатĕр. Интернационал писательсен союзĕ Хĕвел анăç Европăпа культура çыхăнăвĕсене йĕркелесе пырать. Унти вулакансене Чăваш Енпе паллашма кăсăклă пулĕ тетĕп.

Хăнасемпе çывăхрах паллашас тĕллевпе хăш-пĕр çыравçăпа сăмах хушса илтĕм. Жанна Драненко Владивостокра çуралнă, 15 çул каялла Лондона пурăнма куçнă, колледжра ачасене математика предметне акăлчанла вĕрентет. Ирĕклĕ вăхăтра калавсем çырать. Унăн «Яблочки», «Рассказы о рыбалке и не только» калавĕсен пуххи кун çути курнă. Унсăр пуçне «Английский акцент» кĕнеке пуххинче, «Российский колокол» альманахра пичетленет. Жанна шухăшĕпе - Чăваш Енре ун валли çĕнĕ темăсем çуралнă. Акăлчансем мĕн ытларах вулани пирки те пĕлес килчĕ, ун пирки хăна çапла хуравларĕ:

- Пур çĕрти пекех пулĕ, çыннăн кăмăлĕнчен килет çакă. Çапах та детективсем, триллерсем патне туртăннине палăртмалла. Тата çакă та паллă: Аслă Британире ĕçлекен класс - рабочисем ĕнтĕ- кĕнеке вуламанпа пĕрех, вĕсем телевизор пăхаççĕ. Чи нумай вулаканĕ - интеллигенци.

Константин Калашников прозаик Шупашкара килсе курнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ.

- Геннадий Айхи - ман юратнă поэт, - терĕ. - Ĕнер Наци библиотекинче унăн пÿлĕмĕпе паллашрăм, унта ĕçлекенсем Айхин сăввисен иккĕмĕш томне парнелерĕç. Чунра лайăх пулса кайрĕ. Тăван, тахçанах пĕлекен вырăна çитсе курнă пекех туйрăм хама. Эпĕ профессипе - физик, физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Чылай вăхăт МЧС академийĕнче вĕрентрĕм, çав çулсенче «Из тьмы и сени смертной» кĕнекешĕн академин «Прометей» литература конкурсĕн гран-прине тивĕçрĕм.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: