«Халăх тĕрĕслевĕ» сĕт хакĕсене тĕрĕсленĕ

30 Утă, 2014

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнă «Халăх тĕрĕслевĕ» проектпа килĕшÿллĕн ытлари кун ирхине ирех асăннă партин вырăнсенчи уйрăмĕсен ĕç тăвакан комитечĕсен ертÿçисем Тăвай, Красноармейски, Елчĕк тата Вăрмар рай онĕсенче пурăнакансемпе - сĕте тирпейлеме паракансемпе, сĕте сутăн илекенсемпе тĕл пулусем ирттернĕ.

Тĕллев - республикăра халăхран сĕт сутăн илессин рынокĕнчи конкуренцие аталантармалли мерăсене мĕнле пурăнăçланине, сĕт пухакансен тÿрĕ кăмăллăхне тĕрĕслесси, потребительсен сĕт пухакан кооперативĕсен тухăçлă ĕçне йĕркелеме пулăшасси.

Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕнче 10 çын хăйсен хуçалăхĕсенче суса илекен сĕте «Тăвай кооперативĕ» ПО лавккине парать. Партин вырăнти уйрăмĕн делегацийĕ - ĕçтăвком ертÿçи Валентина Чайкина, «Салагаевское» уйрăм секретарĕ Елена Михайлова, парти майлисен вырăнти канашĕн членĕ Константин Никитин - сĕт паракансем патĕнче пулнă. Вĕсем сĕт хакĕпе кăсăкланнă, ял çыннисемпе калаçса вĕсен сĕнĕвĕсене итленĕ. Хальхи вăхăтра сĕте литрне 11 тенкĕпе сутаççĕ, ял çыннисем çак хака пысăклатма ыйтаççĕ. Çакна кăçал ку тăрăхра çумăрсем пулманнипе, çавна май выльăх апачĕ хатĕрлесси чăрмавлипе те сăлтавлаççĕ. Çынсене пĕлтĕрхи пек сĕтĕн кашни литрĕшĕн субсиди памалли программа тĕслĕхĕпе патшалăх кăçал та ĕне тытакансене пулăшасси интереслентерет.

Елчĕк районĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 9 ял тăрăхĕнчи хушма хуçалăхсенче мăйракаллă шултра 4537 пуç выльăх усранă. Çав шутра - сăвакан 2328 ĕне. ЯЛ çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулусен çак пĕтĕмлетĕвне партин вырăнти ĕçтăвкомĕн ертÿçи Людмила Павлова пĕлтернĕ. Ĕне шучĕ Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче чи пысăкки - 514 пуç. Сĕт пухас енĕпе предпринимательсен хушшинче конкуренци пуррине кура сĕтĕн чи пысăк хакĕ çак ял тăрăхĕнчи Яманчÿрел тата Шăмалак ялĕсенче - литрĕшĕн 13 тенкĕ. Темиçе ялта сĕт пухассине йĕркеленĕ «Комбайн» ЯХПК литрĕшĕн 12,5 тенкĕ тÿлет. Елчĕк районĕнче пĕтĕмĕшле илсен халăх сĕте 11 тенкĕлле сутать.

Вăрмар районĕнчи Тикаш ял тăрăхĕнче те Канашри сĕт заводне тирпейлеме яракан сĕтĕн кашни литрĕшĕн 11 тенкĕ тÿлеççĕ. Иртнĕ уйăхра хак 1 тенкĕ пысăкрах пулнă. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн ШЕтмĕ ял тăрăхĕнче, сăмахран, Çирĕклĕ ялĕнче, райпон сĕт пухаканĕсем 1 литршăн 11 тенкĕ параççĕ. Çĕмĕрле тата Канаш районĕсенчен килекен хăнасем вара Яманак ялĕнче сĕте 10 тенкĕпех туянаççĕ.

Ял çыннисем çуллахи вăхăтра, сĕт сăвасси ÿснĕ чухне, ăна сутăн илмелли хаксем тăруках чакса кайнăшăн ÿпкелеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе - çак ыйтăва чи çÿллĕ шайра татса памалла, мĕншĕн тесен çакнашкал лару-тăру уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи выльăх шучĕ тăруках чакасси патне илсе çитерме пултарать.

Тĕл пулу пĕтĕмлетĕвĕ уçăмлă: çынсем сĕт туса илекен хушма хуçалăхсене тÿрремĕнех тата яланах пулăшса тăрассишĕн. Вĕсен сĕнĕвĕсене ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшмалли мерăсем йышăнмашкăн парти тата влаç тытăмĕсене çитерĕç.

Ку ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та куçран вĕçертмест. Юлашки вăхăтра районсенче пулнă май вăл халăхран сутăн илекен сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтăва пĕрре кăна мар çĕкленĕ. Нумаях пулмасть Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕнче вăл сĕт пухнă май тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулакансене çивĕч критикленĕ.

Вĕсене «сĕт паракансене тÿлекен тата тирпейлекен предприятисене сутакан хаксен хушшинчи уйрăмлăхăн пысăк пайне хăйсене хăварнăшăн» сивленĕ. «Паян республикăри сĕте сутăн илмелли хаксем аван. Халăхран литрне 13 тенкĕрен кая мар хакпа туянмалла», - тенĕ вăл, партин «Халăх тĕрĕслевĕ» проекчĕн, çавăн пекех Правительство членĕсене ку енĕпе çине тăрарах ĕçлеме, халăхран сĕте сутăн илессипе çыхăннă сферăри тÿрĕ кăмăллă конкуренцие аталантарас енĕпе йĕрке тума чĕнсе каланă.

Аса илтерер: сĕт сăвассине ÿстерме выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарас, çак отрасле патшалăх енчен пулăшассин тухăçлăхне ÿстерес ĕçе ял хуçалăхĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» ялавĕ айĕнче кăçалхи ака уйăхĕнче Волгоградра иртнĕ Раççейри ял тăрăхĕсен депутачĕсен съездĕнче асăннă. Утă уйăхĕнче Владимир Путин Президент Раççей Ял хуçалăх министерствине сĕт отрасльне аталантармалли вăрахлăх программăна пурнăçламалли сĕнÿсем хатĕрлеме, сĕте сутăн илмелли чи пĕчĕк хаксене çирĕплетмелли майсене тишкерме хушнă.

 

С.ВОЛКОВ

Рубрика: 
Автор: