Ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ

1 Çурла, 2014

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ АПШри Çурçĕр Каролина штатĕнче утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче иртекен Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш фольклор фестивальне хутшăнасси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех шуса иртрĕ, коллектив Шупашкара таврăнчĕ те. Ансамблĕн пултарулăх ертÿçин, Раççей халăх артисчĕн Юрий Васильевăн тата Ольга Королькова директорăн каласа кăтартмалли чылай пулчĕ.

Юрий Васильев:

- АПШри фестиваль юрăпа ташă ансамблĕшĕн 70-мĕш пысăк çул çÿрев пулчĕ. Коллектив юлашки 20-30 çул хушшинче тĕнчери нумай çĕр-шывра хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Франци, Египет, Испани, Турци, Швейцари, Китай, Сири, Итали тата ытти патшалăх кураканĕсем чăваш артисчĕсене алă çупса хавхалантарнă. Манăн пысăк ĕмĕтĕм çакăччĕ: ансамбльпе Японипе АПШна çитсе килесси. Вĕсем тинех пурнăçланчĕç. Японире тăватă-пилĕк çул каяллах пулнăччĕ, Америкăра вара - кăçал.

Фестивале Тайвань, Румыни, Колумби, Болгари, Серби, АПШран Гавай утравĕсем çинчи коллективсем хутшăнчĕç. Раççейрен эпир пултăмăр. Чикĕ леш енчи фольклор фестивалĕсене лексен эпир яланах хамăрăн тĕп тĕллеве тытса пыратпăр: программăра ансамблĕн ылтăн фончĕ пулмалла. Хальхинче те тĕнчен тепĕр кĕтесне «Кăкшимкке», «Ухинккел юррисемпе ташшисем», «Çурхи сас-чĕв», «Аххаяс», «Чăваш ташшисемпе такмакĕсен ташшисен кăшăлĕ», «Хура тяппа», «Кария» ташăпа юрă сюитисене тата ыттине илсе кайрăмăр. Пурĕ 23 концерта хутшăнтăмăр. Уэнсвил хулинче çеç 11 концерт кăтартнă, унсăр пуçне Мэгги Вялле, Клайд, Кэнтон, Хэндерсонвил, Эшвил, Бернсвил хулисенче пулнă. Пур çĕрте те кăмăллă кĕтсе илчĕç. Маларах шикленÿ те пурччĕ: Украинăпа çыхăннă пăтăрмаха пула пире урăхларах йышăнмĕç-ши тенĕччĕ. Шикленни тÿрре тухмарĕ. Ахаль американсем политикăран аякра тăраççĕ-мĕн. Вĕсем хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ. Чăвашсем çинчен пĕлекен те çук. Ансамбль ку енĕпе пысăк ĕç турĕ, хамăрăн культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштарчĕ. Американсем валли парне те хатĕрлерĕмĕр: Иван Николаев программа вĕçĕнче вĕсен юррине - «Домик над рекой» - шăрантарчĕ. Çакă вĕсемшĕн чăннипех кĕтмен ырă самант пулчĕ.

Ытти фестивальте концертсем уçă вырăнта иртетчĕç, кунта вара, тĕпрен илсен, - театрсенче. Çакă акă мĕнпе çыхăннă. Çурçĕр Каролина Атлантика океанĕ хĕрринче вырнаçнă, çанталăк унта питĕ тĕтреллĕ, унсăр пуçне кашни кун тенĕ пекех çумăр çурĕ.

Умра - пысăк ĕçсем. Ансамбле йĕркелесе янăранпа кăçал 90 çул çитет. Çĕнĕ сезонра паллă тăвăпăр ăна. Юбилей сезонне вара Анисим Асламаса халалланă концертпа уçма хатĕрленетпĕр. Унсăр пуçне сцена çине Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕпе пурнăçлакан программăна - Пушкăртра пурăнакан чăвашсен ташши-юррине - кăларăпăр. Пĕлтерĕшлĕ ытти ĕç те нумай.

Ольга Королькова:

- АПШна кайма икĕ çул хатĕрлентĕмĕр. Укçа тенкĕ енчен çăмăл пулмарĕ, çул çине кăна 1 млн 600 пин тенкĕ тухса кайрĕ. Спонсор пулăшрĕ, кредит та илме тиврĕ. Концертсене тÿлевсĕр ирттернĕ, пурăнасса пурте пĕрле Уэйнсвилти Туслăх центрĕнче пурăнтăмăр.

Кашни халăхăн кунне ирттерни асра юлĕ. Эпир хамăр пирки каласа кăтартнисĕр, ташă хусканăвĕсене вĕрентнисĕр, çепĕç юрăсемпе савăнтарнисĕр пуçне чăваш шарккăвĕпе те сăйларăмăр. Килĕшрĕ терĕç. Ытти кун вара тепĕр халăх культурипе паллашрăмăр. Пире асăрхарĕç, кашни концерта Чăваш юрăпа ташă ансамблĕн программипе вĕçлеме пуçларĕç. Çакна коллективăн професси ăсталăхĕ пысăккипе, номерсен шайĕ çÿллипе çирĕплетрĕç. Колумбири фестиваль йĕркелÿçисем пире хăйсен патне йыхрав хучĕ парса ячĕç. Кăçалхи çул çÿрев вĕçленмен-ха, çурла уйăхĕн çурринче ансамбль Грецие тепĕр фестивале тухса каять.

 

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: