Кивĕ Вӑрмар шкулĕн ҫуртĕнче маларах ача сачĕ те пулнӑ. Халĕ вӑл пушах. Спорта юратакансем кунта самбо уйрӑмне уҫасшӑн. Ҫак тĕллевпе проект та хатĕрленĕ. Усламҫӑсем те пулӑшма хирĕҫ мар.
Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слечĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Кунта тĕрлĕ районти çамрăк ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, тухтăрсем, педагогсем пуçтарăннă.
Куславкка районĕнчe Сăр тата Хусан хýтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă мемориал комплексне хута яма хатĕрленеççĕ. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçасшăн.
Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ. Çитес вăхăтра кунта йывăçсем лартма палăртнă. Мемориал комплексĕ тыл ĕçченĕсене халалланă Раççeйри пĕрремĕш палăк пулĕ.
Шупашкарта тата районсемпе ялсенче пурăнакансен чи юратнă уявĕсенчен пĕри — Республика кунĕ. Çулленех ун программи мĕнпе те пулин çĕннипе пуянланать. Кăçалхи хăш енĕпе уйрăмах асра юлĕ-ши?
Паян Правительство çуртĕнче шăпах çак ыйтупа — Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе — ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.
Белгород тăрăхĕнчи кондитер фабрики «Алешка» ятлă шăккалат туса кăларнă. Пĕчĕк партипе. Ăна Раççей салтакĕсене алă сулса ăсатакан 8 çулти Алешăна халалланă.
Сунара çÿрекенсене хир сыснисене персе вĕлерме чарнă. Вĕсен шучĕ кĕске вăхăтрах 10 хут чакнă, çавăнпа та малашне çак чĕр чуна тĕкĕнме юрамĕ.
Хир сыснисем çине сунара тухма пĕлтĕр çулла ирĕк панăччĕ. Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Муркаш районĕнче африка чумипе аптраса вилнĕ хир сыснине тупсан, çывăхри ял хуçалăх предприятийĕсенчи сыснасене тĕп тума йышăннă. Вăрмансенче ĕрчекен хир сыснисен шутне те чакарма, сунарçăсене çак енĕпе ĕçлеме хушнă. Çак ĕç-пуçа ятарласа усал чире сарăлма парас мар тесе туса ирттернĕ.
Шупашкарта пурăнакансене патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерес ĕçе лайăхлатма тата тепĕр нумай функциллĕ центр уçасшăн. Ăна «Çĕнĕ хула» микрорайонта тума палăртнă.
Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ 4 хĕрарăма притон йĕркеленĕшĕн айăпланă. Хайхискерсем СПА-отель уçнă, анчах та унта хĕрарăмсене кĕртмен иккен, арçынсене «йăпантарнă».