Намăссăрскерсем…
Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ 4 хĕрарăма притон йĕркеленĕшĕн айăпланă. Хайхискерсем СПА-отель уçнă, анчах та унта хĕрарăмсене кĕртмен иккен, арçынсене «йăпантарнă».
Следстви ку ĕç-пуç тавра чылай пуç ватнă. Ертÿçисене тупас тесе бордельте тăрăшнă хĕрсем хыççăн йĕрленĕ. Вĕсен адресĕсемпе пырсан çакă паллă пулнă: ашшĕ-амăшĕ те, упăшкисем те, çывăх тăванĕсем те хĕрарăмсем мĕнле «ĕçре» тăрăшнине чухламан. Спа-отель ĕçне пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче чарса лартнă, следовательсем 4 хĕрарăм тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Суда тăратнă тĕле уголовлă ĕç докуменчĕсен хулăнăшĕ 17 тома çитнĕ! Çак кунсенче суд спа-отель ертÿçисене простутуци йĕркеленĕшĕн тата хĕрарăмсене çак ĕçе явăçтарнăшăн 1,5 - 5 çуллăх условлă майпа ирĕкрен хăтарма йышăну тунă. Приговор вăя кĕмен-ха.
Регина ВИХАРЕВА.
Комментари хушас