«Çĕнĕ хулара» - çĕнĕ МФЦ
Шупашкарта пурăнакансене патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерес ĕçе лайăхлатма тата тепĕр нумай функциллĕ центр уçасшăн. Ăна «Çĕнĕ хула» микрорайонта тума палăртнă.
Нумай функциллĕ центра хăпартма проектпа смета хучĕсем йĕркелеме Правительство 5 млн тенкĕ уйăрать. Вĕсене çитес çулхи 1-мĕш квартал тĕлне хатĕрлесе патшалăх экспертизине тăратма тĕллевленĕ. «Çĕнĕ хула» нумай функциллĕ центрта Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн уйрăмĕ те пулĕ. Ку – Шупашкар районĕнчи Çатракассинчи МРЭО инспекторĕсен ĕçне чылай çăмăллатĕ.
Регина ВИХАРЕВА.