Комментари хушас

30 Çу, 2022

Кивĕ Вӑрмарсем самбо уйрӑмне уҫасшӑн

Кивĕ Вӑрмар шкулĕн ҫуртĕнче маларах ача сачĕ те пулнӑ. Халĕ вӑл пушах. Спорта юратакансем кунта самбо уйрӑмне уҫасшӑн. Ҫак тĕллевпе проект та хатĕрленĕ. Усламҫӑсем те пулӑшма хирĕҫ мар.

Ĕмĕте пурнӑҫа кĕртме вара 1 миллион та 100 тенкĕ кирлĕ. Ҫапла пĕлтерчĕ Кивĕ Вӑрмарти Валерий Петров. Сӑмах май, Валерий Васильевич хӑйĕн икĕ пенси укҫине пама та хирĕҫ мар... Паян РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева граждансене харпӑр ыйтӑвĕсемпе йышӑнчĕ. Алла Леонидовна Вӑрмар район администрацийĕн ку ыйтупа ЧР Вĕрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине тухмалли ҫинчен ӑнлантарчĕ. 4 ача амӑшне, Шупашкарта пурӑнакан Елена Молодцовӑна вара ача ҫуратмалли ҫуртри (халӑхра ӑна ача ҫуратмалли 5-мĕш ҫурт пек пĕлеҫҫĕ) условисем начар пулни пӑшӑрхантарать. 7 ҫул каялла та вӑл ҫавӑнтах ҫуратнӑ. Унтанпа нимĕн те улшӑнман-мĕн... Йышӑну вӑхӑтĕнче Елена Владимировнӑна ку ҫурта 1982 ҫулта хута яни ҫинчен, хальхи вӑхӑтра кунта юсав ĕҫĕсем пыни пирки пĕлтерчĕҫ.

Тĕплĕнрех - "Ҫамрӑксен хаҫачĕн" черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕ