Новости по теме

26 Çу, 2022

Донбаса – гуманитари пулăшăвĕ

Паян Чăваш Ен Донбаса гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ку хутĕнче 10 тонна апат-çимĕç пуçтарнă, çавăн пекех пирĕн предприятисенче туса кăларакан электричество хатĕрĕсемпе тĕрлĕ оборудовани те янă.

Сăмах май, пуш-ака уйăхĕсенче апат-çимĕç, тумтир, куллен кирлĕ таварсем (пĕтĕмпе 233 тонна) 5 хут ăстнă. Инкеке лекнисене пулăшма «Пĕрле» фонда 13 миллион тенкĕ куçарнă.

25 Çу, 2022

Хулара – тата тепĕр Асăну хăми

Пурăннă пулсан ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн ертӳçинче чылай çул ĕçленĕ Николай Зимин çак кунсенче 80 çул тултармаллаччĕ. Анчах унăн чĕри иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче тапма чарăннă.

Çапах та çывăх çыннисем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем паллă музыковеда, педагога манăçа хăвармаççĕ. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, шăпах Николай Александрович çуралнă кун, Шупашкарта вăл пурăннă Хевеш урамĕнчи 33-мĕш çурт çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç.

25 Çу, 2022

Ачалăх хыçа юлчĕ

Ачасемшĕн шкул — иккĕмĕш тăван кил. Яланах çапла пулнă. Халĕ те. Унта та, кунта та лайăх çын пулма, Тăван çĕршыва, республикăна, хулапа яла юратма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, ваттисемпе кĕçĕннисене хисеплеме вĕрентеççĕ. Ытла та хăвăрт иртсе каяççĕ çав вĕренӳ çулĕсем. Умра вара — аслă пурнăç, çĕнĕ çулсем, шыравсем…

23 Çу, 2022

«Аслă Раççей» юрăçсене пĕрлештерчĕ

Паян Пăрачкавра «Аслă Раççей» патриотизм акцийĕ вĕçленет.

«Çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине, академи музыка искусствине аталантарассине тата çамрăк музыкçăсен пултарулăхне ÿстерме пулăшассине халалланă мероприяти çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче старт илнĕ, — пĕлтерчĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова тунтикунхи канашлура. — Акци эстафетине Канаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Елчĕк, Патăрьел, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсем йышăннă».

23 Çу, 2022

Ĕç-хĕл уççăн пурнăçланать

Чăваш Республикин тата муниципалитетсен ĕçĕсене тума туяннă таварсен калăпăшĕ 17,2 миллиард тенкĕпе танлашнă. Кун пирки тунтикунхи канашлура ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова тавар туянас ĕç-хĕл тата контракт килĕшĕвĕсене çирĕплетессин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ.

23 Çу, 2022

Индустри паркĕсене йĕркелĕç

Чăваш Енре çитес çулсенче тата виçĕ индустри паркĕ хута кайĕ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков ирттернĕ тунтикунхи канашлура пĕлтерчĕç.

Индустри /промышленноç/ паркĕсене, агротехнопарксене Чăваш Республикин 2022-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн индивидуаллă программипе килĕшÿллĕн йĕркелемелле.

20 Çу, 2022

Аграрисем лаптăксен 59% акнă

Çумăрлă çанталăка пăхмасăрах, çур аки майĕпен пурнăçланать. Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем паянхи кун тĕлне çурхи культурăсене 126,5 пин гектар çинче акнă. Техника культурисене 8,7 пин га çинче, 2,3 пин га – рапс , 2,8 пин га – горчица лартнă.
Çĕр улмине 17 районта лартма пуçланă - хальлĕхе 489 га лартса ĕлкĕрнĕ.    

www.hypar.ru

19 Çу, 2022

Тавар туянас ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем пирки – конференцире

Паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Тавар туянас ĕçе цифровизацилесси тата оптимизацилесси» конференци уçăлчĕ.

19 Çу, 2022

"Хыпар" никĕслевçине пуç тайрĕç

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Николай Никольский çуралнăранпа 144 çул çитрĕ. Унăн ячĕ 1906 çулта чăвашла пĕрремĕш хаçат кăларнипех историе ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă.
Купăрля ялĕ хăйĕн ентешне Николай Никольские манăçа кăлармасть. Унăн çуралнă кунĕнче çулленех хăнасене йышăнать. Хальхинче те çаплах пулчĕ.

Савăнăçлă митинга Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Волков уçрĕ, район çыннисем паллă ентешĕпе мухтаннине, унăн ĕçĕсем чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тачă çыхăннине палăртрĕ.

Pages