Донбаса – гуманитари пулăшăвĕ
Паян Чăваш Ен Донбаса гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ку хутĕнче 10 тонна апат-çимĕç пуçтарнă, çавăн пекех пирĕн предприятисенче туса кăларакан электричество хатĕрĕсемпе тĕрлĕ оборудовани те янă.
Сăмах май, пуш-ака уйăхĕсенче апат-çимĕç, тумтир, куллен кирлĕ таварсем (пĕтĕмпе 233 тонна) 5 хут ăстнă. Инкеке лекнисене пулăшма «Пĕрле» фонда 13 миллион тенкĕ куçарнă.
Палăртмалла: гуманитари пулăшăвĕ валли организацисемпе предприятисем хастар хутшăннă. Чи пысăк укçа çак çынсенчен килсе çитнĕ: 95 çулти Анатолий Подгорнов (Улатăр) – 400 пин тенкĕ, Йĕпреç районĕнчи Анатри Кĕлешкасси ялĕнче пурăнакансем – 20 пин тенкĕ, 90 çулти Мария Белова (Çĕнĕ Шупашкар).
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас