Комментари хушас

25 Çу, 2022

Ачалăх хыçа юлчĕ

Ачасемшĕн шкул — иккĕмĕш тăван кил. Яланах çапла пулнă. Халĕ те. Унта та, кунта та лайăх çын пулма, Тăван çĕршыва, республикăна, хулапа яла юратма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, ваттисемпе кĕçĕннисене хисеплеме вĕрентеççĕ. Ытла та хăвăрт иртсе каяççĕ çав вĕренӳ çулĕсем. Умра вара — аслă пурнăç, çĕнĕ çулсем, шыравсем…

Çу уйăхĕн 20 тата 25-мĕшĕсенче республикăри пур шкулта та «юлашки шăнкăрава» халалланă линейкăсем иртрĕç. Çав кунсенче Чăваш Енри 245 шкулти 11-мĕш класа 5,1 пин ача пĕтерчĕ, 401 шкулти 9-мĕш класа — 12, 6 пин ача. Савăнăçлă мероприятисем куçăнлă майпа иртрĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакансем патне çитсе килчĕ.

Олег Алексеевичăн ăшă сăмахĕсем кадет корпусĕнчен вĕренсе тухакан 149 хĕрачапа арçын ача ячĕпе пулчĕç. «Сирĕн умра — анлă çул. Тĕрĕс, пĕлсе усă курма тăрăшăр çакăнта илнĕ пĕлӳпе. Ăнăçу, телейлĕ çул сире», — терĕ республика ертӳлĕхĕ.

Кадет корпусĕн директорĕ Наталья Тимофеева РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн саламне вуласа пачĕ. Игорь Анатольевич пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăксене çирĕп чунлă, хăюллă пулма, аслă ăрусен çапăçури, кулленхи пурнăçри ырă йăлисене упрама чĕнсе каланă.

Раççейри Вертолет союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Геннадий Матвеевăн, вĕренсе тухакансен амăшĕсен саламĕсем те чуна пырса тиврĕç.

Тепĕр хумхануллă самант — юлашки шăнкăрав — валли те черет çитрĕ. Çак чыса республикăри тата Пĕтĕм Раççейри спорт, çар ăмăртăвĕсенче темиçе хут та çĕнтернĕ, Раççей спорт мастерĕ, 11Б класри Ярослав Сергеев тата вĕрентӳ отличници, 11А класри Диана Ушакова тивĕçрĕç.

Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ӳкерĕнчĕç.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта
 

Рубрика: