Тавар туянас ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем пирки – конференцире

19 Çу, 2022

Паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Тавар туянас ĕçе цифровизацилесси тата оптимизацилесси» конференци уçăлчĕ.

Анлă форума Раççейри 20 регионти патшалăх ĕçĕсем валли тавар туянас енĕпе ĕçлекен специалистсем хутшăнаççĕ. Кунсăр пуçне 44-мĕш саккунпа килĕшӳллĕн ĕçлекен 1,5 пине яхăн саккасçă онлайн мелĕпе çыхăнăва тухрĕ. Çавăн пекех конференци ĕçне РФ Финанс, Промышленноç тата суту-илӳ министерствисен, РФ Монополипе кĕрешекен служба, РФ Казначействин представителĕсем хутшăнаççĕ. ЧР Пуҫлӑхӗ ятӗнчен пухӑннисене ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов саламларӗ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗ.

Конференцире пăхса тухма палăртнă тĕп ыйтусен шутĕнче — санкцисем пусарса тăнă тапхăрти тавар туянас ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем, электрон актированин хăйне евĕрлĕхĕсем. Çавăн пекех регионсем çак тытăма цифровизацилессипе тата централизацилессипе туса пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарĕç.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас