Новости по теме

17 Çу, 2022

Сессире пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Паян Шупашкарта "Ҫӗнӗ вӑхӑт валли вӑйлӑ шухӑшсем" стратеги сессийӗ ӗҫлет. Ӑна пӗтӗмлетме республика ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнчӗ. Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине палӑртрӗ вӑл.

16 Çу, 2022

Елчӗк районĕн чысне кӑҫалхи "Зарницӑпа" "Орлёнок" ҫар вӑййисенче Елчӗк шкулĕн ачисем хӳтӗлӗҫ

Хӗрӳ тупӑшура "Орлёнок" ушкӑнӗнче 3-мӗш вырăна Курнавӑш шкулӗн, 2-мӗшне Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗн ачисем тивĕçнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем - Елчӗк шкулĕн ачисем.
"Зарница" ӑмӑртӑвӗнче те Елчӗк шкулĕнче вĕренекенсем малта пулчӗҫ. Ҫак шкулти кадетсем 2-мӗш вырăна тухнӑ. Патреккел шкулĕн ачисем 3-мӗш вырăна тивĕçнӗ.

 www.hypar.ru Cap.ru сӑн ӳкерчĕкӗсем 

16 Çу, 2022

Çыравçăсемпе паллашма – методика зарядкине

Çĕнĕ Шупашкарти вулавăш ĕçченĕсем Ю.Гагарин ячĕллĕ Тĕп библиотекăра Лариса Петрова сăвăçпа тата «Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕпе  тĕл пулчĕç. Тĕл пулăва методика зарядки пек йĕркеленĕ. Çакнашкал мероприяти çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма, çыравçăсене лайăхрах пĕлме май парать. Хальхинче вăл иккĕмĕш хут иртрĕ. Унччен çакнашкал тĕл пулăва Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕ Ольга Федорова хутшăннă. 

16 Çу, 2022

Мускав чӑвашӗсем футбол турнирне пухӑннӑ

Ҫу уйӑхĕн 15-мĕшĕнче, Мускав хулинче пурăнакан чӑвашсем Аслӑ Ҫĕнтерĕве халалланӑ черетлĕ футбол турнирне пухӑннӑ. Ӑмӑртӑва 6 ушкӑн хутшӑннӑ: Елчĕк, Йĕпреҫ, Канаш, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Улатӑр районĕсенчен тухнӑ ентешсем.
Тупӑшусенче Йĕпреҫ каччисем, йышпа чи сахаллисем пулсан та, ыттисенчен тӑрӑшуллӑрах, ӑстарах тата хастартарах пулнине кӑтартса панӑ. Кашни вӑйӑрах ҫĕнсе пынӑ.
Финалта Йӗпреҫ каччисем Патӑрьел ушкӑнĕпе тĕл пулнӑ, йывӑр тупӑшу хыҫҫӑн пенальти мелĕпе ҫĕнтерсе пĕрремĕш вырӑн йышӑннӑ, Кубока ҫĕнсе илнĕ.

16 Çу, 2022

Экономика ӳсĕмлĕ аталанать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлăва ирттерчĕ.

Ларура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-ака уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене тата çак тапхăрта республика бюджетне пурнăçланине тишкерчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, тăватă уйăхра экономикăн пур отраслĕнче те ӳсĕм палăрать. Уйрăмах строительствăра кăтартусем пысăк.

14 Çу, 2022

ЧПУ студенчĕсем ҫӗнтернӗ

Чăваш Ен команди Раççейри чирлидинг ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Студенсен хушшинчи чир-спорт тупăшăвĕ Мускавра иртнĕ. Çĕршыври 16 регионтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра вĕренекен çамрăксем те хутшăннă.

Ăмăрту кăтартăвĕсене шута илсе «ROWER» команда членĕсем "спорт мастерĕн кандидачĕ» разряда тивĕçнĕ.

Елена ЛУКИНА.

www.hypar.ru Cap.ru cӑн ӳкерчĕкӗсем 

Pages