Çумăр акана пурнăçлама чăрмантарать
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/05/posevna-151021.jpg)
Хресченсен хĕрÿ ĕççи – çур акине хăвăртрах вĕçлемелле.
Хальлĕхе аграрисем çурхи культурăсене 106 пин ытла гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ. Ку вăл – палăртса хунин 53%. Пĕлтĕр çак тĕле лаптăксен 85% парăнтарнă пулнă. Пуринчен хастаррисем – елчĕксемпе канашсем тата пăрачкавсем. Акнă лаптăксен 30% - вĕсен тÿпийĕ. Çĕр улмие хальлĕхе 11 районта кăна лартма пуçланă. Кăçал аграрисем «иккĕмĕш çăкăрăн» тата пахча-çимĕçĕн лаптăкĕсене ÿстересшĕн. Анчах та сивĕ тата çумăрлă çанталăк пурне те чăрмав кÿрет. Правительство ĕçченĕсем районсен ертÿçисене, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене май пур таран ĕçе хастартарах йĕркелеме, кашни уяр самантпа усă курса хире тухма, ака лаптăкĕсене чакарма ыйтаççĕ.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ