Комментари хушас

15 Çу, 2022

Упире те Паттăр партти пур

Красноармейски районĕнчи Упири вăтам шкулта Пĕтĕм Раççейри «Паттăр партти» патриотизм акцине хутшăнса савăнăçлă мероприяти  ирттернĕ.

Уписем «Паттăр партти» валли Валерий Кацова суйласа илнĕ. Валерий Васильевич 1962 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Упи шкулне пĕтернĕ хыççăн шахтер пулас ĕмĕтпе Украинăри Ворошиловград облаçĕнчи Червонопартизанск хулинчи 15-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Кĕçех ентеше çара илнĕ. 1982 çулхи раштав уйăхĕнче çар тивĕçне пурнăçлама чăваш каччине туллă-сăртлă Афганистана янă. 1984 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче тан мар пĕр çапăçура Валерий Кацов вилмеллех аманнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Ентеше Упи масарне пытарнă.

«Паттăр партти» мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Борис Клементьев, Афганистанри хаяр тытăçусене хутшăннă Александр Аркадьев, Николай Димитриев, Константин Степанов, Валерий Кацовăн аппăшĕпе йăмăкĕ Елена Александровăпа Зинаида Тимофеева, вĕренекенсем хутшăннă.

Валентина БАГАДЕРОВА.

www.hypar.ru Cap.ru сӑн ӳкерчĕкӗ