Экономика ӳсĕмлĕ аталанать

16 Çу, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлăва ирттерчĕ.

Ларура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-ака уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене тата çак тапхăрта республика бюджетне пурнăçланине тишкерчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, тăватă уйăхра экономикăн пур отраслĕнче те ӳсĕм палăрать. Уйрăмах строительствăра кăтартусем пысăк.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри хуçалăхсенчи çурхи ĕçсем çинчен каласа кăтартнă май çанталăк япăххи аграрисене самай ура хунине палăртрĕ. Çавна май кăтартусем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пĕчĕкрех. Министр çĕр ĕçченĕ кашни самантпа усă курма тăрăшнине палăртрĕ.

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин тĕп хулари Граждан урамĕнчи çул-йĕр строительствипе паллаштарчĕ. Шел те, кунта та йывăрлăх сахал мар. Строительство материалĕсем хакланни, проектпа смета документацийĕсене тӳрлетме тивни, кĕтмен çĕртен сиксе тухакан ытти чăрмав ĕç-хĕл хăвăртлăхне чарса тăнине пĕлтерчĕ Спирин. Апла пулине те республика ертӳçи Олег Николаев татăклă йышăнусем тумаллине, ĕçсене палăртнă вăхăтра вĕçлемеллине çирĕппĕн палăртрĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас