Ĕнер каçхине Чăваш патшалăх филармонийĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 15-мĕш кинофестиваль уçăлчĕ. Унăн программинче 40 ытла фильм. Вĕсене 10 ытла çĕршывра ӳкернĕ.
Чĕмпĕр хулинче халăх культурин Пĕтĕм Раççейри «Чĕрĕ еткерлĕх» ача-пăча фестивалĕ иртнĕ.
Мероприятипе килĕшӳллĕн иртнĕ конкурссенчен пĕри — «Шкул музейĕн хуралĕ». Унта Шупашкарти 60-мĕш шкулта вĕренекен Татьяна Урмавшинăпа Юлия Ильина хутшăннă. Вĕсем — шкулти этнографи музейĕн экскурсовочĕсем. Маттурскерсем 1-мĕш степень лауреачĕн дипломне тивĕçнĕ. Вĕсене çак конкурса тăван чĕлхе, истори, тăван ен культури предмечĕсен вĕрентекенĕ Людмила Федотова хатĕрленĕ.
Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексĕнче территорие хăтлăлатма пуçланă. Хальхи вăхăтра унта тирпей-илем кӳрес ĕç пырать.
ЧР Ипотека корпорацийĕн представителĕ Геннадий Шелудяков каланă тăрăх, палăк тавра йывăç-тĕм лартĕç, курăк акĕç. Малтан тĕрлĕ тĕм /гортензи, дерен…/ лартĕç, вĕсем чечекленсе комплекса илем кӳрĕç. Çĕр лаптăкне хатĕрлесе пĕтерсен курăк акма тытăнĕç, вăл пĕр-икĕ эрнере шăтса тухмалла-мĕн. Тĕмсене тата курăка шăвармалли ятарлă хатĕрсем тунă.
Паян Шупашкарти Хĕрлĕ тӳрем пĕчĕк шăпăрлансен хаваслă сассипе, савăнăçлă йăл куллипе пуянланчĕ. Сăлтавĕ те ахаль мар. Шăпах паян Пĕтĕм Тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун-çке. Çавăн пекех кунта шкул çулне çитменнисен ăсату балĕ иртрĕ. Çак уявпа вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламларĕ.
Пушарпа çăлав службин ĕçченĕсем иртнĕ шăматкунпа вырсарникун каллех канайман — çын пурнăçне çăлма васканă.
Канмалли кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен урамĕнчи 56-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче пĕр пӳлĕмлĕ хваттер çунма тытăннă. Калинин районĕнче вара çул çинче пынă вăхăтрах Volkswagen Golf автомобиль хыпса илнĕ. Çĕрпӳри Боцманов урамĕнче уйрăм çуртра пушар пулнă. Улатăрта, Куславккара, Вăрмарта тата Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче вара мунча çуннă. Турра шĕкĕр, çак инкекрен пурте чĕрĕ-сывă хăтăлнă.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре шыва кĕме ирĕк парĕç. Анчах çакăн валли ятарласа уйăрнă вырăнсене çеç çӳремелле.
Ку çулла республикăра 13 пляж ĕçлĕ. Çăлавçă матроссемпе медиксем шыв хĕрринче канакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕç. Муниципалитетсенче çу пуçламăшĕ тĕлне шыва кĕме 128 вырăн хатĕрлеме палăртнă. Шыв тасалăхне Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин водолазĕсем тĕрĕслеççĕ.