Вун пиллĕкмĕшĕ те уçăлчĕ

3 Çĕртме, 2022

Ĕнер каçхине Чăваш патшалăх филармонийĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 15-мĕш кинофестиваль уçăлчĕ. Унăн программинче 40 ытла фильм. Вĕсене 10 ытла çĕршывра ӳкернĕ.

Фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Олег Алексеевич кинофорума çакăн пек пахаларĕ: «15 çул хушшинче Шупашкарти кинофестиваль Чăваш Енĕн визит карточки пулса тăчĕ. Ун урлă республика пирки инçетри хутлăхра та пĕлеççĕ. Культурăпа искусствăри пысăк çак проект Чăваш Енĕн арт-хутлăхне сарма, пултарулăх çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшать», — терĕ.

Фестивалĕн программа директорĕ, Раççей киноискусствăн академийĕн академикĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Лаврентьев сăмах илчĕ. Залра ларакансене çавăн пекех пирĕн юрăçсем те саламларĕç. Ун хыççăн Раççей тава тивĕçлĕ артисткисем Ольга Кабо тата Нина Шацкая «Пятое время года… Любовь» спектакль кăтартрĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн оркестрĕ каланă кĕвĕ-çемĕ майĕн халăх тата эстрада юррисем, Александр Пушкин, Сергей Есенин, Василий Жуковский, Афанасий Фет, Борис Пастернак, Игорь Северянин, Белла Ахмадулина, Николай Заболоцкий сăввисемпе çырнă романссем янăрарĕç.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕ

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас