Телей уявĕ

1 Çĕртме, 2022

Паян Шупашкар хулин Калинин районĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Васильевсен тата Егоровсен пепкисене çуралнине ĕнентерекен свидетельство пачĕç.

Екатеринăпа Андрей Егоровсен çемйинче Ярославăпа Демьян — пĕрремĕш ачасем. Вĕсем çут тĕнчене пĕр харăс килни çамрăк мăшăра икĕ хут телейлĕрех тунă. Иринăпа Владимир Васильевсен ывăлĕ Анатолий вара — çемьере çиччĕмĕш. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ кашни ача телей, чи хаклă пурлăх пулнине палăртрĕ. «Паян пирĕн телей уявĕ», — терĕ Ирина Васильева.

Мăшăрсене пурнăçри паллă çак пулăмпа ЧР юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов, тĕп хулан Калинин администрацийĕн пуçлăхĕ Яков Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Дмитрий Арсютов саламларĕç.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас