Комментари хушас

1 Çĕртме, 2022

Йывăç-тĕм астăвăм комплексне илем кӳрĕ

Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексĕнче территорие хăтлăлатма пуçланă. Хальхи вăхăтра унта тирпей-илем кӳрес ĕç пырать.

ЧР Ипотека корпорацийĕн представителĕ Геннадий Шелудяков каланă тăрăх, палăк тавра йывăç-тĕм лартĕç, курăк акĕç. Малтан тĕрлĕ тĕм /гортензи, дерен…/ лартĕç, вĕсем чечекленсе комплекса илем кӳрĕç. Çĕр лаптăкне хатĕрлесе пĕтерсен курăк акма тытăнĕç, вăл пĕр-икĕ эрнере шăтса тухмалла-мĕн. Тĕмсене тата курăка шăвармалли ятарлă хатĕрсем тунă.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче тата Цифра министерствинче ĕçлекенсем, çамрăк корреспондентсемпе волонтерсем чи малтан йывăç-тĕм лартма тивĕç пулчĕç. Сумлă ĕçе «хыпарçăсем» те хутшăнчĕç.

— Ку питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ объект. Вăрçă çулĕсенче тăрăшнисен паттăрла ĕçне хисепленине çирĕплетет. Палăк пире тата килес ăрăва çав тапхăрти йывăр вăхăтсене аса илтерсе тăрĕ. Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансемпе çыхăннă ыйту никамшăн та ют мар, маншăн та çывăх. «Георгий хăйăвĕ» шырав отрячĕн хастарĕ пулнă май тĕпчевсем тăватăп, шырав ĕçĕсене хутшăнатăп. Ку ыйтупах диплом ĕçĕ çыратăп, — терĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн студенчĕ Виктор Сорокин. Вăл хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă çывăх çыннисене халалласа йывăç-тĕм лартрĕ.

Аса илтеретпĕр, астăвăм комплексĕ Куславкка районĕнчи Аслă Куснар çывăхĕнче вырнаçнă. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçма палăртнă. Комплекс çывăхĕнче машина лартмалли парковка тунă, палăк патне çитмешкĕн тротуар сарĕç. Каçсерен комплекс çутатса тăрĕ, илемлĕ кĕвĕ-çемĕ янăрĕ. Нумаях пулмасть строительсем электрохатĕрсем епле ĕçленине тĕрĕслесе пăхнă.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...