Паллă ентеше асра тытса
ЧАССР халăх артистки Зоя Лисицина çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май унăн тăван ялĕнче, Етĕрне районĕнчи Кăкшăмра, асăну каçĕ иртнĕ.
Шкул ачисем хастар хутшăннă мероприятире мухтавлă ентешĕн пултарулăхĕ çинчен нумай ăшă сăмах янăранă. Зоя Васильевна Чăваш патшалăх академи симфони капеллинче 35 çула яхăн ĕçленĕ. Унăн репертуарĕнче — 200 ытла юрă. Асăну каçĕнче Тамара Гурьева юрă шăрантарнă. Сцена çине пултарулăх ушкăнĕсем те тухнă. Юрăçăн хĕрĕсемпе пĕртăванĕсем тав туса сăмах каланă. «Халăх хăйĕн паллă ентешне асра тытать пулсан унăн пултарулăхĕ ĕмĕрех хавхалану кӳрсе пурăнĕ», — çапларах шухăш янăранă мероприятире.