Чăваш патшалăх филармонийĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль савăнăçлă лару- тăрура хупăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.
Илемлĕ фильмсен конкурсĕнче ЧР Пуçлăхĕн ятарлă парнине Раççей халăх артисчĕ Эдуард Артемьев тивĕçрĕ. Кинофестивалĕн Гран-прине Якут Саха режиссерĕ Степан Бурнашев ÿкернĕ "Ыт" илемлĕ филма пачĕç.
Вăрман касакансем кăçал та професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕнче тупăшнă.
Мари Республикинчен, Карелирен, Чăваш Енрен, Тутарстанран, Мускав, Брянск тата Калининград облаçĕсенчен 30 ытла профессионал хутшăннă кÿршĕ республикăра иртнĕ конкурса. Чăваш Енри Артем Шашкова çитекен пулман.
Канашри шкул ачисем регионсен хушшинчи «IT Шкул вăйлисене суйлать» конкурсăн пĕтĕмлетӳ тапхăрне хутшăннă.
Ăслăлăхпа кăсăкланаканскерсем мобильлĕ хатĕре автомобилĕн хурал тытăмĕпе çыхăнтармалли, электропередача линийĕсен диагностикине Bluetooth урлă ирттермелли мел шухăшласа тупнă. Унсăр пуçне вĕсем тăрăшнипе тулли мар çемьесенчи ачасене ыттисемпе хутшăнма «ZUN» приложенире пулăшма пулать иккен. Çавăн пекех тӳресем Канаш ачисем хатĕрленĕ «Warriors» вăййа та ырланă.
Республика кунĕ тĕлне Шупашкар кӳлмекĕ хатĕр пулмалла. Çавăнпа подряд организацийĕ ĕçне хăвăртлатнă.
Ку — «Чăваш Ен — Атăл чĕри» пысăк проектăн иккĕмĕш тапхăрĕ. Хĕрлĕ тӳреме çĕнетнĕ ĕнтĕ, халĕ «Анне» палăк умĕнче ĕçсем малалла пыраççĕ. Çынсем çӳремелли вырăна йĕркене кĕртмелле. Çавăнпа унта çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕччен кафесем, батут ĕçлемĕç, велосипедсемпе çӳретмĕç.
Астрахань хулинче иртнĕ Раççей чемпионатне 200-е яхăн спортсмен хутшăннă.
Чăваш Енри ММА хутăш çар кĕрешĕвĕн федерацийĕн воспитанникĕсем лайăх кăтартупа савăнтарнă. Çĕршыв чемпионĕ титула пирĕн Фарход Рахмоналиев çĕнсе илнĕ. Вăл 52,2 кг виçеллисен категорийĕнче тупăшнă. Ольга Васеева вара 47,6 кг виçеллисен ушкăнĕнче «бронзăллă» пулнă.