Хĕрарăмсем ăмăртаççĕ

6 Çĕртме, 2022

«Эпĕ — хĕрарăм» республика конкурсĕн çĕнтерӳçине сасăлав тăрăх палăртĕç. Вăл пуçланнă та ĕнтĕ.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕччен килĕшекен конкурсантшăн хăвăр сассăра пама пулать. Çакăн валли https://nk.cap.ru/poll/116 каçăпа иртмелле. Сасăлава çĕртме уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче пĕтĕмлетĕç. Çĕнтерӳçĕсене Республика кунĕнче чыслĕç. Палăртмалла: хальхинче конкурс 3 номинаципе иртет: социаллă /вĕрентӳ тата ăслăлăх, сывлăх сыхлав, культура, журналистика, физкультурăпа спорт, социаллă ĕçпе тивĕçтересси/, бизнес тата предпринимательство /промышленноç, суту-илӳ, транспорт/, аграри.

www.hypar.ru

Комментари хушас