Чăваш Ен команди вăрман касассипе мала тухнă

7 Çĕртме, 2022

Вăрман касакансем кăçал та професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕнче тупăшнă.

Мари Республикинчен, Карелирен, Чăваш Енрен, Тутарстанран, Мускав, Брянск тата Калининград облаçĕсенчен 30 ытла профессионал хутшăннă кÿршĕ республикăра иртнĕ конкурса. Чăваш Енри Артем Шашкова çитекен пулман.

Палăртмалла: Артем çак ăсталăхпа ирттерекен Раççей, Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Хальхинче вăл пĕтĕмĕшле зачетра та пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, пирĕн тепĕр ентеш Андрей Епифанов вара – виççĕмĕш.

www.hypar.ru Интернетран илнĕ сăн ÿкерчĕк

Комментари хушас