Комментари хушас

7 Çĕртме, 2022

Фестиваль вĕçленчĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль савăнăçлă лару- тăрура хупăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.

Илемлĕ фильмсен конкурсĕнче ЧР Пуçлăхĕн ятарлă парнине Раççей халăх артисчĕ Эдуард Артемьев тивĕçрĕ. Кинофестивалĕн Гран-прине Якут Саха режиссерĕ Степан Бурнашев ÿкернĕ "Ыт" илемлĕ филма пачĕç.

Регионта ÿкернисенчен Гран-при тата Анне статуэтка "Последний" фильмпа Азербайджана кайрĕ. Пирĕн Марат Никитин "Соучастник" фильмпа "Чи лайăх режиссура" ята тивĕçрĕ.

www.hypar.ru

Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: