Çĕнтерÿçĕсене чысланă

6 Çĕртме, 2022

Чăваш Енре професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» VI Наци чемпионачĕн çĕнтерӳçисене чысланă.

Çĕрпӳри хавшакрах сывлăхлисен 1-мĕш интернат шкулĕнче вĕренекен Екатерина Вороновăпа Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчен вĕренсе тухнă Ольга Чернухина 100 пиншер тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Çак колледжăн студенткипе Аделина Петровăпа Шупашкарти электромеханика колледжĕнчен вĕренсе тухнă Павел Кудрявцев 50 пиншер тенкĕлĕх сертификатлă пулнă. Сертификатсемпе хушма професси пĕлĕвĕ илме е сывлăха çирĕплетме техника хатĕрĕ туянмашкăн усă курма юрать.

www.hypar.ru Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас