Чӑваш журналне Турцире те килӗштереҫҫӗ

8 Çĕртме, 2022

Паян Турцири Стамбул хулинче Пӗтӗм тӗнчери журналсен 11-мӗш куравӗ уҫӑлчӗ.

Мероприятие хутшӑнакансем 34 ҫӗршыран килсе ҫитнӗ: Раҫҫей, Македони, Болгари, Ирак, Иран, Дубай, Косово, Венгри, Палестина, Египет, Казахстан, Узбекистан, Кӑркӑсстан, Азербайджанпа Молдова, Туркменистан... Раҫҫейрен виҫӗ республика хутшӑнчӗ: Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем куравра "Хыпар" Издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсене пахаларӗҫ, алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ. Курава Турцин культурӑпа туризм министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ахмед Демирджан хӗрӗпе Невапа килчӗ. Нева "Теттепе" кӑсӑкланчӗ, пӗрле вӗренекен тусӗсене шкулта чӑваш журналӗпе паллаштарасси пирки каларӗ.

Ҫакӑ кӑмӑллӑ, куравра чӑваш сентри умӗнчен халӑх татӑлма пӗлмест. Чӑваш ялавӗпе, журналӗсемпе, чӑваш тӗрриллӗ сувенирсемпе сӑн ӳкерӗнекен йышлӑ пулчӗ.

www.hypar.ru Елена Атаманова архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем
 

Рубрика: 

Комментари хушас