Хăш-пĕр лесник ма мăнтăр?
Патшалăх Канашĕн черетлĕ вуннăмĕш сессийĕ Пĕтĕм тĕнчери парламентаризм кунĕпе пĕр килчĕ те — Леонид Черкесов спикер ларăва пухăннисене паллă кун ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Ун шучĕпе, парламент дипломатийĕ паян, çĕршывсен хушшинчи хутшăнусем çивĕч тапхăрта, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçтешĕсене саламланă май пурне те парламент анинче тухăçлă ĕçлеме сунчĕ. Депутатсем çакна сессире тӳрре кăларчĕç темелле — кун йĕркинчи ыйтусенчен чылайăшне тишкересси самай хĕрӳллĕ пулчĕ.