Шупашкарти Элкер урамĕнчи фермер пасарĕнчи суту-илӳ павильонĕсене тĕпрен юсанă хыççăн паян савăнăçлă пуху ирттерсе уçрĕç.
Ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприятийĕ Мытищи хулинчи тулли мар яваплă обществăпа 5,6 млн тенкĕлĕх контракт тунă хыççăн çĕнетнĕ.
Утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурсăн округри тапхăрĕ иртет. Унта, хăнăхнă йĕркепе, 14 çемье ăмăртать. Шупашкарта пурăнакан Падиаров-Прокопьевсен çемйи Чăваш Республикин чысне хӳтĕлет. Сăмах май, ашшĕпе амăшĕ 14 ачашăн чун ăшшине шеллемеççĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ хальхи вăхăтра Донбасри çар операцине хутшăнать.
Юнкун республика полицийĕ Чăваш Енре шалти ĕçсен органĕсене йĕркеленĕренпе 102 çул çитнине паллă турĕ. Савăнăçлă мероприяти тĕп хулари «Çĕнтерӳ» астăвăм комплексĕнче иртрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура грантпа усă курас ыйтăва сӳтсе яврĕç.
Влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхĕшĕн РФ Правительстви республикăна 524 миллион тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă. «Çакă эпир лайăх ĕçленине çирĕплетнине» палăртнипе пĕрлех Олег Николаев асăрхаттарчĕ: «Анчах лайăххин чикки çук...» Укçапа мĕнле тĕллевпе усă курассине депутатсен, Экономикăн аслă канашĕн сĕнĕвĕсене, граждансем регион ертӳлĕхĕпе курнăçнă май çĕкленĕ ыйтусене шута илсе палăртнă.
Пĕр эрне каялла республика çийĕн хăрушă çил-тăвăл иртнĕ май виçĕ районти çурт-йĕре сиенленĕччĕ, çав шутра çичĕ шкул тăррине те аркатнăччĕ. Вĕсене юсассипе çыхăннă ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан тунтикунхи канашлура сӳтсе яврĕç.
Кăçал республикăри виçĕ теçетке ытла шкулта юсав-реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсенчен 12-ĕшне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле. Анчах ĕçе пуçăннă май хăш-пĕр объект тĕлĕшпе ыйтусем çуралнă — çакăн пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура самай çивĕч калаçу пулчĕ.
Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Брянск хулинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей кубокĕн ăмăртăвĕсем вĕçленнĕ.
Унта Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Виктория Максимова лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Маларах вăл 100 метра чупса «кĕмĕл» илнĕччĕ. Ун хыççăн 200 метрлă дистанцире ăмăртса «бронзăллă» пулнă.
Нумаях пулмасть республикăра пысăк мероприятисем кĕрлесе иртрĕç. Çавна май специалистсем хăш регионтан хăна ытларах килнине тĕпченĕ.
Чи нумай турист Чулхуларан, Мускавран тата Питĕртен пулни палăрнă. Çавăн пекех Екатеринбургран, Новосибирскран, Сыктывкартан, Владивостокран, Печорăран, Норильскран, Владикавказран килекен те сахал мар пулнă. Унсăр пуçне Чăваш Енĕн тĕп хулине Уралтан тата Инçет Хĕвел тухăçран та килнĕ.