Пасар çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ

8 Утă, 2022

Шупашкарти Элкер урамĕнчи фермер пасарĕнчи суту-илӳ павильонĕсене тĕпрен юсанă хыççăн паян савăнăçлă пуху ирттерсе уçрĕç.

Ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприятийĕ Мытищи хулинчи тулли мар яваплă обществăпа 5,6 млн тенкĕлĕх контракт тунă хыççăн çĕнетнĕ.

Павильонсене уçнă чухне сутă тумалли кашни вырăна ял çыннисем йышăннăччĕ. Республикăра çитĕнтернĕ кашни килограмм хăяра — 80-100, çĕр улмине — 50-120, пуçлă купăстана — 50, «Виктория» çĕр çырлине 230-300 тенкĕлле сутатчĕç.

Фермер пасарне уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ, фермерсене ял хуçалăх продукцийĕ сутма Шупашкарта малашне те май туса парасса шантарчĕ.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

 

Рубрика: 

Комментари хушас