102 çул шанчăклă хуралта
Юнкун республика полицийĕ Чăваш Енре шалти ĕçсен органĕсене йĕркеленĕренпе 102 çул çитнине паллă турĕ. Савăнăçлă мероприяти тĕп хулари «Çĕнтерӳ» астăвăм комплексĕнче иртрĕ.
Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ умĕнчи площадьре строя тăнă ĕçтешĕсене малтанах шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков саламларĕ. Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕсем служба тивĕçĕсене 102 çул тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çак тапхăрта тем те пулнă — вăрçă та, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи арпашуллă, криминал пуç çĕкленĕ вăхăт та, анчах пакунлă çынсен тивĕçĕ тĕлĕшпе, тĕрĕссипе, нимĕн те улшăнман. Йĕркелĕхе, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси яланах тĕп вырăнта пулнă — полици паян та çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлет.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та полици ĕçченĕсене тӳрĕ кăмăллă службăшăн тав турĕ. Чăваш Енĕн йĕркелĕх хуралçисем хăйсен ĕçне лайăх пĕлнине, ăна чун хушнипе пурнăçланине регионта нумаях пулмасть иртнĕ сумлă мероприятисем те çирĕплетеççĕ. Хăна йышлă пулнă. Ачасен фольклориадинех, авă, çĕршывăн 76 субъекчĕн представителĕсем килнĕ. Вĕсене кĕтсе илессине, ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине йĕркелеме полици те пысăк тӳпе хывнă. «Уява хутшăннă хăнасенчен паян кунчченех тав сăмахĕсем килеççĕ», — терĕ Олег Алексеевич.
Вăл полици нумай ыйтăва татса парас енĕпе шанчăклă тĕрев пулнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах шалти ĕçсен органĕсем малашлăха та шута илеççĕ. Паян, авă, çĕнĕ технологисем хăвăрт аталанаççĕ, вĕсемпе тӳрĕ кăмăллă мар çынсем те киревсĕр тĕллевпе усă курма тăрăшаççĕ. Çавна май киберхăрушсăрлăх, çакнашкал ытти ыйту та — ШĔМ ĕçĕн кун йĕркинче. Çак самантсене шута илме сĕнсе регион ертӳçи пурне те паллă кун ячĕпе саламларĕ, кашнинех ĕçре те, пурнăçра та хăйсене хăтлă туйма сунчĕ.
Пухăннисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, ШĔМ ветеранĕсен канашĕн тата министерствăн общество канашĕн председателĕсем Михаил Киселевпа Валерий Андреев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Паллах, кунашкал уяв наградăсемпе те сумлă — службăра палăрнисен пысăк ушкăнне медальсемпе, хисеп хучĕсемпе чысларĕç. ШĔМĕн «Талисман» вокал ансамблĕ праçнике хăйĕн юрри-кĕввипе илемлетрĕ. Юлашкинчен вара парад расчечĕсем маршпа иртрĕç: «Гром» отряд спецназовецĕсем, ШĔМ аппарачĕн, тĕп хулан полици управленийĕн, патрульпе пост службин уйрăм батальонĕн, кинологи службин центрĕн сотрудникĕсем... Савăнăçлă марша полици мото- тата автотранспортĕнчен йĕркеленĕ механизациленĕ колонна вĕçлерĕ.
Комментари хушас