Комментари хушас

4 Утă, 2022

«Маннă» ĕçсем хушма укçа ыйтаççĕ

Кăçал республикăри виçĕ теçетке ытла шкулта юсав-реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсенчен 12-ĕшне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле. Анчах ĕçе пуçăннă май хăш-пĕр объект тĕлĕшпе ыйтусем çуралнă — çакăн пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура самай çивĕч калаçу пулчĕ.

Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин юсав ĕçĕсене вăтамран 40% тунине палăртрĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта кăна сахалрах, 15% çеç — ĕçсене васкатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вăл кăмăллă ӳкерчĕк сăнларĕ, анчах ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн — урăхларах информаци: «Эпĕ илтнĕ тăрăх — хушма ĕçсем тупăннă, тата укçа кирлĕ...»

Строительство министрĕ Павел Данилов уçăмлатрĕ: чăнах та, темиçе шкул тĕлĕшпе чылай ĕçе сметăна кĕртме «маннă». Калăпăр, Шупашкарти 12-мĕш шкулта кăна малтан палăртман 9 миллион тенкĕлĕх ĕç тупăннă: çурт фасадне çĕнетмелле, алăксене, чӳречесене улăштармалла, туалета юсамалла... Çавнашкал хушма ĕçсем кăçал юсаса пĕтермелли шкулсенче — 72 миллион тенкĕлĕх, çитес çул вĕçлемеллисенче — 180 миллионлăх. «Федераци тытăмĕсене хушма çак тăкаксем ăçтан тупăннине ăнлантарма йывăр», — проектпа смета докуменчĕсене малтанах тĕплĕ туманнин сиенĕ пысăккине палăртса каларĕ Павел Владимирович.

«Çырса хуратпăр та — кайран макăрса çӳретпĕр... — кăмăлсăрланчĕ Олег Николаев. — Çынсене лайăх тума, çав вăхăтрах хамăр ĕçпе мăнаçланма май пур — чăннипе вара пачах урăхла пулса тухать». Шкулсен юсавĕпе çыхăннă лару-тăрура хайхи хушма ĕçсемпе тăкаксем тупăннинче вăл вырăнсенчи влаçсем тивĕçĕсене хăйсем çинчен сирме ăнтăлнине курать: «Пĕрлехи саккасçă служби пур вĕт — вăл ĕçлетĕр теççĕ пулас. Анчах çак служба сире çак ĕçре пулăшмалли инструмент кăна — вăл сирĕншĕн сирĕн ĕçе пурнăçламĕ».

Олег Алексеевич строительство ĕçĕсене пурнăçлама проектпа смета докуменчĕсене экспертизăна памалли графике пĕр уйăх каяллах хатĕрлеме хушнине аса илтерчĕ — вăл халĕ те çук. Çапла ĕçлени экспертизăна тăсса ярать, мĕншĕн тесен пурте пĕр вăхăтра парсан экспертиза ирттерекенсем пурин документне харăс тишкереймĕç — вĕсен ытти ĕç те пайтах.

www.hypar.ru