"Хыпар" никĕслевçине пуç тайрĕç
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/05/inshot_20220519_123143767.jpg)
Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Николай Никольский çуралнăранпа 144 çул çитрĕ. Унăн ячĕ 1906 çулта чăвашла пĕрремĕш хаçат кăларнипех историе ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă.
Купăрля ялĕ хăйĕн ентешне Николай Никольские манăçа кăлармасть. Унăн çуралнă кунĕнче çулленех хăнасене йышăнать. Хальхинче те çаплах пулчĕ.
Савăнăçлă митинга Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Волков уçрĕ, район çыннисем паллă ентешĕпе мухтаннине, унăн ĕçĕсем чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тачă çыхăннине палăртрĕ.
Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова, Евгений Ерагин тавра пĕлÿçĕ, "Хыпар" Издательство çурчĕ кăларса тăракан "Тăван Атăл" журнал редакторĕ Арсений Тарасов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕ Алексей Леонтьев, ыттисем сăмах илчĕç.
Ăсчахăн бюсчĕ умне чечек çыххисем хунă хыççăн митинга хутшăннисем Сосновкăри шкула кайрĕç. Николай Никольскин музейĕ те çак çуртрах вырнаçнă. Ун заведующийĕ Татьяна Степанова экскурси ирттерчĕ.
www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/05/inshot_20220519_123122962.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/05/inshot_20220519_123158540.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/05/inshot_20220519_123225488.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/05/inshot_20220519_123245480.jpg)