Комментари хушас

23 Çу, 2022

«Аслă Раççей» юрăçсене пĕрлештерчĕ

Паян Пăрачкавра «Аслă Раççей» патриотизм акцийĕ вĕçленет.

«Çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине, академи музыка искусствине аталантарассине тата çамрăк музыкçăсен пултарулăхне ÿстерме пулăшассине халалланă мероприяти çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче старт илнĕ, — пĕлтерчĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова тунтикунхи канашлура. — Акци эстафетине Канаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Елчĕк, Патăрьел, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсем йышăннă».

Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, акцие ачасемпе çамрăксем, професси музыка пĕрлĕхĕ, пултарулăх интеллигенцийĕ хастар хутшăннă. Чăваш Енри паллă юрăçсемпе тата коллективсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Концертсенче вăрçă тата хыççăнхи юрăсем янăранă. Акци программине çавăн пекех вырăс классикĕсен С.Рахманиновăн, П.Чайковскин, Г.Свиридовăн, М.Глинкăн, Н.Римский-Корсаковăн, ют çĕршыв классика шкулĕсен чи лайăх произведенийĕсем янăранă.

www.hypar.ru
 

Рубрика: