Хулара – тата тепĕр Асăну хăми

25 Çу, 2022

Пурăннă пулсан ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР композиторсен ассоциацийĕн ертӳçинче чылай çул ĕçленĕ Николай Зимин çак кунсенче 80 çул тултармаллаччĕ. Анчах унăн чĕри иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче тапма чарăннă.

Çапах та çывăх çыннисем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем паллă музыковеда, педагога манăçа хăвармаççĕ. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, шăпах Николай Александрович çуралнă кун, Шупашкарта вăл пурăннă Хевеш урамĕнчи 33-мĕш çурт çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Сумлă çынна пуç тайма патшалăх, общество çыннисем, тăванĕсем пычĕç. Вĕсене тĕп хулари «Классика» капелла юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, Пĕтĕм тĕнчери композитор организацийĕсен директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инга Шубина /Мускав/, Чулхулари М.Глинка ячĕллĕ консерватори доценчĕ Елена Меледина, Муркаш район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Любовь Рыжкова, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççейри хор обществин Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Виктор Бондарев, Раççей тата Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧАССР çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Кудаков, Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат тата Николай Зиминăн пиччĕшĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Зимин сăмах илчĕç. Вĕсем пурте Николай Александровичăн культурăпа искусство тытăмĕнчи пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакларĕç.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме