Уяв çеç мар…

27 Çу, 2022

Шупашкарта тата районсемпе ялсенче пурăнакансен чи юратнă уявĕсенчен пĕри — Республика кунĕ. Çулленех ун программи мĕнпе те пулин çĕннипе пуянланать. Кăçалхи хăш енĕпе уйрăмах асра юлĕ-ши?

Паян Правительство çуртĕнче шăпах çак ыйтупа — Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе — ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Çапах та уявра та пĕрремĕш вырăнта ĕç тăрать. Çакна çав кунсенче экономикăпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти çирĕплетет. Вĕсем пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтерчĕ.

Культурăпа çыхăннă программăпа ЧР культура министрĕ Светлана Каликова паллаштарчĕ. Республика кунне халалланă 36 мероприятирен 8-шĕ уйрăмах пысăккисем, пĕлтерĕшлисем. Вĕсем: «Раççейĕн тĕрленĕ картти» акци, «Раççей юррисем» фестиваль-марафон, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем», декораципе хушма искусствăн «Руç ăстисем» конкурсĕ, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, Пĕтĕм Раççейри ача-пăча Акатуйĕ, т.ыт те.

Республика кунне кăçал Куславкка тăрăхĕнче те паллă тăваççĕ. Сумлă уява мĕнле хатĕрленни пирки Куславкка районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Людков пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас