Комментари хушас

27 Çу, 2022

Пухнă пĕлĕве экзаменсем пĕтĕмлетĕç

Шкултан вĕренсе тухакансен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем пуçланчĕç. Чи малтан ачасем химипе географи тата литература пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.

Пĕрлехи экзаменсем кашни ачана кирек епле аслă шкула та вĕренме кĕме майсем туса параççĕ. Пысăк баллсем пухнă ача умĕнче 100 тĕрлĕ çул уçăлать. Хулара пĕлÿ пухнă-и вăл, е ялти шкултан вĕренсе тухнăскер, ача хăй ĕмĕтленнĕ профессие вĕренме кирек епле аслă шкула та кĕме пултарĕ. Экзаменсен йĕрки кăçал улшăнман. Пурин те тытмалли экзаменсем 2 – вырăс чĕлхипе тата математикăпа. Енчен те ача аслă шкула вĕренме кĕрес шутлă пулсан, вăл математикăна профиллĕ майпа тытать, колледжа е техникума çул тытакансемшĕн никĕс шайĕнчи математика экзаменĕ те çителĕклĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çак кунсенче иртеççĕ: вырăс чĕлхипе çитес тунтикун тата ытлари кун, çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче математика профиллĕ майпа, 3-мĕшĕнче – математика никĕс шайĕнче. Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче физикăпа истори экзаменĕсем пулĕç, 9-мĕшĕнче обществознанипе, 14-мĕшĕнче – биологи экзаменĕ. Ют чĕлхесен экзаменĕ икĕ куна тăсăлать: çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче тĕп тĕрĕслев, 16-17-мĕшĕсенче – пуплев, калаçу экзаменĕ пулĕ. ППЭ тĕп тапхăрне информатика экзаменĕсем вĕçлеççĕ – вĕсем çĕртме йăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртĕç.

Регина ВИХАРЕВА.

www.hypar.ru