Тĕрĕ ăсталăхне алла илеççĕ
Чăваш тĕррин шкулĕн иккĕмĕш юхăмĕ хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ. 3 уйăх тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене ăса хывса пынă ăстаçăсем алла документ илчĕç.
Чăваш тĕррине эрешлеме вĕренме хальхинче 11 çын кăмăл тунă. Вĕренÿ занятийĕсем шăматкунсерен иртни ĕçлекенсемшĕн те, колледж-институтсенче вĕренекенсемшĕн те меллĕ пулнă. Ăстаçăсем чăваш тĕррин историйĕпе паллашнă, тĕрлĕрен çĕвве, эреше ăсталама хăнăхса пынă. Киле парса янă ĕçсене пурнăçланă май, хăйсен пултарулăхне кунран кун ÿстерсе пынă. Малтанах ансатрах ташă тутрисем, унтан вара кăткăс эрешлĕ сурпансем, ал шăллисем тĕрлеме тытăннă. Вĕренекенсенчен пĕри - Нина Михеева - Шупашкарти 39-мĕш шкулти педагог, çак ăсталăха Евгения Жачева тĕрĕ ăстинчен вĕренсе юлнă, анчах та качча тухсан, ача çуратсан, пĕлĕве тарăнлатма май пулман. Шăпах çавăнпа чăваш тĕррин шкулне килнĕ вăл. Кунта вĕсене пĕлÿ илнине çирĕплетекен тата ыттисене вĕрентме ирĕк паракан документсем параççĕ. Апла пулсан, ăсталăх ламран лама куçса пырĕ. Маçтăрсем ачасене чăваш тĕррине тĕрлеме вĕрентсе пырĕç.
Комментари хушас